Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Волгоградран – çитĕнÿпе

Волгоградран – çитĕнÿпе

Кĕçĕн Шăхаль ялĕнче пурăнакан Анжела Иванова Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта вуннăмĕш класра вĕренет. Мĕн пĕчĕкрен спорт енне туртăнать. Вăл малтанах тĕрлĕ спорт тĕсĕсемпе кăсăкланнă, çапах армрестлинг ытларах килĕшнĕ ăна. Тăваттăмĕш класра вĕреннĕ вăхăтра пĕрремĕш хут алă вăйĕ виçессипе ăмăртăва хутшăннă. Ун чухне малти вырăнсене йышăнайманран тăрăшсах малалла талпăннă. Çине тăни сая кайман, тепĕр ăмăртурах вăл мала тухнă, республика шайĕнчи ăмăртăва хутшăнса пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Çитĕнÿ хĕр ачана питĕ хавхалантарнă, вăл тăрăшса тренировкăсем ирттернĕ.

Çулсем иртнĕ май Анжела çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума пуçланă. Кăçал вара Волгоград хулинех çитнĕ. Унта Пĕтĕм Раççейри вĕренекенсем хушшинчи турнир иртнĕ. 55 килограма çитичченхи виçере алă вăйĕ виçсе пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Анжела унта республика командишĕн тупăшнă. Чăваш Ен команди те пĕрремĕш вырăна тухнă.

– Волгоград хули мана питĕ килĕшрĕ, – тет Анжела.

Çак кунсенче 16 çул тултаракан Анжела спортра пысăк çитĕнÿсем тума пулăшнă В.Ертмакова тата П.Архипов физкультурниксене тав тăвать. Иртнĕ шăматкун «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче армрестлингпа Европа чемпионкин Елена Портнован призĕсене çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртура та Анжела хăйĕн виçинче мала тухнă.

– Малашне спортра тата та пысăк çитĕнÿсем туса тăвансене, тус-юлташсене, тренерсене савăнтарасса шанатăп, – тет çирĕп кăмăллă хĕр ача.

Сăн ÿкерчĕкре: А.Иванова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code