Раççей Президенчĕн 2017 çулта çирĕплетнĕ Указĕпе килĕшÿллĕн декабрĕн 5-мĕшĕнче çулсерен ырă ĕç тăвакансен кунне паллă тума йышăннине асра тытса ял тăрăхĕсенче малтанхи кунсенчен тытăнсах тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелесе ирттерессине тĕпе хучĕç.
Ырă ĕç тăвакансен кунĕ Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тунипе те пĕр вăхăта килет. Çавна май Çĕнĕ Пăвари Зоя Шумилкина библиотекарь ялти шкулта вĕренекенсене ыркăмăллăх урокне йыхравланă. Чăваш Тăрăмĕнчи культура ĕçченĕсем йывăр шăпапа тĕл пулнă сусăр çынсен килĕсене çитсе курнă, вĕсене парнесемпе, савăк юрă-кĕвĕпе хавхалантарнă.