Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Шанчăклă сыхлаççĕ

Шанчăклă сыхлаççĕ

Республикăри тĕрме-колонисенче ВИЧ-инфекципе чирленисем те, наркомансем те сахал мар.

Наркотик тутине ас тивнĕ йыш йĕплĕ карталлă учрежденисенче чăннипех пысăк. «Шурă вилĕмпе» кĕрешес ĕçре шăпах тĕрме-колонире пурнăçлакан мерăсен витĕмĕ курăмлă. ФСИН ĕçченĕсем çакна ăнланни куç кĕрет. Вăл е ку преступленишĕн айăпланнă наркомансемпе кашнинпех уйрăммăн ĕçлеме тăрăшаççĕ. Паллах, вĕсене каллех наркотиксемпе усă курасран шанчăклă сыхлаççĕ. Колонисен территорийĕсенче юраман çав хутăшсене тупнă пĕр тĕслĕх те пулман.

Зонăна наркотик, илсе кĕме тăнă тĕслĕхсем вара пулкаланă. Ристансемпе тĕл пулма килекенсене те тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Ку тĕлĕшпе йăтса çÿремелли ятарлă лаборатори пулăшать.

А.АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code