Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ÿркенмен хĕрарăм

Ÿркенмен хĕрарăм

Çуткÿлĕнчи куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккара сутуçă пулса тăрăшать Роза Савастьянова. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннăскер малтанах Елчĕкри универмагри «Галантерея» уйрăмра, унтан райпон Курнавăшри, Çуткÿлти лавккисенче заведующи пулса тăрăшрĕ. Пĕр вăхăт столовăйра те вăй хучĕ. Пурнăç çулĕ ăна тĕрлĕ ĕçе явăçтарчĕ. Юлашки çулсенче каллех юратнă ĕçех таврăнчĕ.

Роза Витальевна Курнавăш тăрăхĕнчи харсăр та маттур хĕрарăмсенчен пĕри. Ыйхă мĕнне пĕлменскер ир-ирех тăрса картиш тулли выльăх-чĕрлĕхне пăхать, мăшăрĕпе халăхран сĕт пуçтарать, унтан Çуткÿл çыннисене тĕрлĕ апат-çимĕçпе тивĕçтерме тăрăшать. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та хăй ĕçĕнчен уйрăлма шутламасть-ха вăл. Общество ĕçне те хастар хутшăнать. Районти хĕрарăмсен спортпа юрă фестивалĕнче алă вăйĕ виçессипе пĕрре мар мала тухнă.

В.КИРИЛЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Р.Савастьянова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code