Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Право диктанчĕ

Право диктанчĕ

Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннăранпа 25 çул çитнине халалласа 2018 çулхи декабрĕн 3-10-мĕшĕсенче çĕршывра право диктанчĕ иртесси пирки хаçатра маларах пĕлтернĕччĕ.

Директорăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, обществăпа право предмечĕсене вĕрентекен Владимир Баймушкин ертсе пынипе Елчĕк шкулĕнче 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем онлайн мелĕпе право диктанчĕ çырнă.

– Çакăн евĕр диктанта кăçал пуçласа çыртăмăр. Ачасем унта пысăк хавхаланупа хутшăнчĕç, – пĕлтерчĕ Владимир Михайлович.

Сăмах май, асăннă шкулта пĕлÿ илекенсем право енĕпе иртекен конкурссене яланах активлă хутшăнаççĕ.

Районта пурăнакан кашни çынах http://юрдиктант.рф сайта кĕрсе диктант çырса хăйне тĕрĕслеме пултарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code