Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тÿрĕ кăмăлпа

Тÿрĕ кăмăлпа

Сергей Воробьев /сăн ÿкерчĕкре/ «Елчĕкри техника инвентаризацийĕн бюровĕ» ОООра кадастр инженерĕн пулăшуçинче тăрăшать. Шаннă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать Сергей Геннадьевич, çавна май коллективра та, халăх хушшинче те пысăк хисепре.

Çак организацинче вăл 2002 çултанпа вăй хурать, чылай çул техник-инвентаризатор тивĕçĕсене пурнăçланă.

Çуртне е пай çĕр лаптăкне харпăрлăха куçарас тĕллевпе вĕсен чиккисене вăхăтра виçтерес, ытти тĕрлĕ ĕçе йĕркелес тесе нумай çын килет учреждение. Кунта куçман пурлăха кадастр учетне тăратма кирлĕ документсене те кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа хатĕрлесе параççĕ. Тулли мар яваплă обществăн ĕçченĕсемпе халăх кăмăллă.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code