Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăрлăхпа палăрнă

Паттăрлăхпа палăрнă

Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕршыври пур халăхпа пĕрле пирĕн ентешсем те пысăк паттăрлăх кăтартнă.

Николай Иванович Савинов вăрçă ветеранĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ, çапах та унăн ырă ячĕ тата паттăрлăхĕ ĕмĕрех асра упранĕ.

Николай Иванович 1911 çулта Чăваш Тăрăмĕнче çуралнă. 1922 çулта ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă. 1930 çулта комсомола кĕнĕскере, пысăк активлăх кăтартнине кура, секретаре суйланă. 1933-1936 çулсенче колхоз йĕркеленĕ вăхăтра пĕтĕм чунтан тăрăшса ĕçленĕ вăл.

Вăрçа 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче тухса кайнă Н.Савинов. Виçĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн артиллерист пулса тăрать, тĕрлĕ хулана ирĕке кăларма хутшăнать. Курск пĕккине те лекет. Одер шывĕ çинче пынă çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн вăл “Çапăçура палăрнăшăн” медале тивĕçет.

Виçĕ хутчен аманса госпитальте сывалнă хыççăн татах фронта каять, Варшава, Берлин хулисене илме хутшăнать.

Салтак хăйĕн паттăрлăхĕпе “Хăюлăхшăн” медале, виççĕмĕш степень Мухтав орденне, Аслă главнокомандующин Тав çырăвне 8 хутчен илме тивĕçлĕ пулать. Елчĕк чăвашĕ Çĕнтерÿ кунне Берлинта кĕтсе илет.

Ветеран 1946 çулта пĕр ял хĕрĕпе Мавра Федоровна Галкинăпа çемье çавăрать. Тăватă ывăл — Аркади, Володя, Петр, Витали — çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларать туслă çемье.

Колхозра платникре ĕçлет, унтан — арманта. “Авангард” колхоза та ертсе пынă вăл.

1996 çулхи нарăс уйăхĕнче вăл пурнăçран уйрăлнă.

В.САВИНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code