Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ят-сума тивĕçнĕ

Ят-сума тивĕçнĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕн ака уйăхĕн 25 -мĕшĕнче йышăннă 77-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн, район экономикине, вĕренĕве, сывлăх сыхлавне, культурăна аталантарассинче пысăк тÿпе хывнăшăн, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн 2018 çулта Хисеп хăми çине çак çынсен сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă:

Любовь Варфоломеевна АЛЕКСАНДРОВА, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ;

Елена Васильевна АЛЕКСЕЕВА, «Эмметево» ОООри ĕне сăвакан оператор;

Сергей Васильевич БОРИСОВ, Елчĕк район администрацийĕн водителĕ;

Алевтина Ивановна БОРИСОВА, Елчĕк районĕнчи халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ;

Людмила Николаевна ВИКТОРОВА, «Елчĕк районĕнчи нумай функциллĕ центр» автономлă учреждени директорĕ;

Валерий Иванович ГЕРМАНОВ, «Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ;

Андрей Алексеевич ДАНИЛОВ, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕренекен;

Марина Владимировна ДЕМЬЯНОВА, Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмĕнчи информаципе методика центрĕн заведующийĕ;

Сергей Витальевич ДОЛГОВ, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта технологи предметне вĕрентекен;

Людмила Леонидовна ЕГОРОВА, Елчĕкри полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ;

Николай Иванович МАЗЮКИН, «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи механизатор;

Владимир Олегович НЯГИН, «Стройэнергосервис» ОООри тĕп инженер;

Олег Николаевич ОСИПОВ, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти физкультура учителĕ;

Ольга Александровна РОМАНОВА, «Победа» ОООри пăру пăхакан оператор;

Сергей Васильевич СКВОРЦОВ, район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ;

Валерий Петрович СМИРНОВ, хресчен ?фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи;

Надежда Васильевна СУНГАТУЛЛИНА, Аслă Пăла Тимешри врач амбулаторийĕн пĕтĕмĕшле практика врачĕ;

Алексей Николаевич ХУШКИН, «МРСК Волги-«Чувашэнерго» ПАО филиалĕн Елчĕк районĕнчи РЭСĕн УБУЭ ертÿçи;

Вадим Владимирович ЧЕРНОВ, уйрăм предприниматель;

Елизавета Петровна ЧЕРНОВА, «Акатуй» ОООри сутуçă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code