Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мирлĕ пурнăçшăн, çутă тÿпешĕн…

Мирлĕ пурнăçшăн, çутă тÿпешĕн…

Пĕтĕм совет халăхĕпе пĕрле Аслă Пăла Тимеш ял çыннисем те фашистсене хирĕç вирлĕн çапăçнă. Ялтан 228 вăй питти арçын вăрçа хутшăннă, вĕсенчен 115-шĕ вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă.
Паянхи кун Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче икĕ сывă ветеран анчах юлнă: Александр Дмитриевич Пчелов /Исемпел/, Тихон Григорьевич Табаков /Энтепе/.

Пĕрле ĕçлеме тÿр килнĕ ветеран-фронтовиксем пирки çырса кăтартасшăн эпĕ паян. Вĕсенчен пысăк пайĕ Патăрьелĕнчи педагогика училищинче вĕреннĕ.

Алексей Владимирович АЛЮНОВ 1921 çулта Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Çурçĕр флотĕнче службăра тăнă. 1944-1945 çулсенче АПШ тата Англи çĕршывĕсенче командировкăра пулнă. АПШран çĕнĕ йышши карапсем илсе килнĕ тапхăрта командованине çыхăнупа вăхăтра тивĕçтернĕшĕн А.Алюнов матрос-радиста «Адмирал Нахимов» медальпе наградăланă. Вăрçă хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ялти шкулта математика, ĕç урокĕсене вĕрентнĕ.

 

Николай Васильевич ЕМЕЛЬЯНОВ 1924 çулта Аслă Пăла Тимешре çут тĕнчене килнĕ. Вăрçăччен Кивĕ Эйпеçри шкулта ĕçленĕ. 1942 çулта çара илнĕ, 1943 çулта Томскри артиллери училищине пĕтернĕ хыççăн Çеçенхир /Степной/ фронтĕнчи 139 гварди артиллери полкĕнче взвод командирĕ пулса çапăçнă. 1944 çулта икĕ урине те амантнă хыççăн тĕрлĕ госпитальсенче сывалнă, вăрçă инваличĕ.

Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ, 1945 çулта яла таврăннă. Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн шкулта учительте, завучра, директорта тăрăшнă.

 

Дмитрий Николаевич КАЗАКОВ /1924 çулта çуралнă/. Кивĕ Эйпеçрен. Вăрçăччен Энтепе шкулĕнче ĕçленĕ. 1942 çулта çара илнĕ, вăрçăра механик-телеграфист, взвод командирĕ пулнă. 1944 çулта «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе, 1945 çулта Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Вăрçă хыççăнах Элекçей Тимеш шкулĕнче ĕçленĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн Аслă Пăла Тимешри шкулта учитель, завуч, директор пулса вăй хунă.

 

 

Владимир Николаевич КУЗНЕЦОВ 1923 çулта Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче çуралнă. Патăрьелĕнчи педагогика училищинче рисовани вĕрентнĕ. 1941 çулта çара илнĕ хыççăн Карели фронтĕнче разведчик, 1942 çулта отделени командирĕ пулса çапăçнă. «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе наградăланă. Харьковри çар училищине пĕтернĕ. Вăрçă вĕçленсен Патăрьел районĕнчи Анат Туçари шкулта тăрăшнă. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕренсен Аслă Пăла Тимеш шкулĕнче истори учителĕнче, завучра тимленĕ.

 

Антон Романович МУКИН Аслă Пăла Тимешрен. 1917 çулта çуралнă. Кивĕ Арланкасси шкулĕнче, Шупашкарти ятарлă курсра пĕлÿ илнĕ хыççăн Кушкăри шкулта математика вĕрентнĕ. Хĕрлĕ Çар ретне вăрçăччен тăнă, вăрçăра тĕрлĕ фронтсенче çапăçнă. Вăрçă чарăнсан районти шкулсенче ĕçленĕ хыççăн 1952-1978 çулсенче Аслă Пăла Тимешри шкулта математикăпа физика вĕрентнĕ, завучра, шкул çумĕнчи интернат ертÿçинче вăй хунă.

 

 

Корнилий Николаевич НИКОЛАЕВ 1911 çулта Кавалта кун çути курнă. Вăрçă умĕн Çирĕклĕ Шăхаль, Курнавăш, Кавал шкулĕсенче биологи тата хими предмечĕсене вĕрентнĕ. 1942 çулта çар ретне тăнă, Çурçĕр Хĕвеланăç фронтне лекнĕ, пĕрремĕш çапăçăва Старая Русса патĕнче кĕнĕ. Новгород, Псков, Тарту, Рига, Каунас, Варшава хулисене ирĕке кăларма хутшăннă, виçĕ хут аманнă. «Хастарлăхшăн» медаль кавалерĕ. Кавал, Аслă Пăла Тимеш, Кивĕ Эйпеç шкулĕсенче учительте, завучра тăрăшнă.

 

 

Валентин Кондратьевич ПОРТНОВ 1921 çулта Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă. Аслă Елчĕк шкулĕнче ĕçленĕ вăхăтра Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Вăрçăра тĕрлĕ фронтсенче çапăçнă, Латвинчи Либава хули патĕнчи вирлĕ çапăçусенчи пысăк паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. Либавăри, Чулхулари çар училищисенче, Минскри çар академийĕнче вĕреннĕ хыççăн 40 çул службăра тăнă, полковник, нумай орден кавалерĕ. Сăмах май, унăн ывăлĕ — Юрий Валентинович та çар çынни, генерал-майор, çар наукисен кандидачĕ, Беларусь Республикин çар министрĕн пулăшаканĕ таран ÿсме пултарнă.

 

Виталий Кондратьевич ПОРТНОВ 1927 çулта çуралнă. Аслă Пăла Тимешрен. 1944 çулта салтак шинельне тăхăннă, Инçет Хĕвелтухăçĕнче службăра тăнă, Япони вăрçине хутшăннă. Владивостокри çарпа политика училищине пĕтернĕ хыççăн кĕçĕн командир пулнă. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан тăван ялĕнче учительте, директорта ĕçленĕ.

 

 

Василий Петрович ПОРТНОВ 1925 çулта Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă. Чи малтанах Елчĕкри шкулта ĕçленĕ. Вăрçăра 153 номерлĕ ятарлă батальонăн транспорт ротинче Калинин, Ленинград, Прибалтика фрончĕсенче çапăçнă, йывăр аманнă. Аслă Пăла Тимеш, Кушкă шкулĕсенче ĕç тата юрă урокĕсене вĕрентнĕ. В.Портнов ертсе пынипе ачасем ăсталанă Пăла юхан шывĕ урлă хывнă йывăç кĕперĕн макечĕ паянхи кун Елчĕкри халăх музейĕнче упранать.

Пирĕн ирĕклĕхпе телейлĕ пурнăçăмăршăн Аслă Çĕнтерĕве туптанă ветеран-фронтовиксен ырă сăнарĕсем чĕремĕрсенче ĕмĕрлĕхех упранаççĕ. Телейлĕ пурăнма кашнинех мирлĕ пурнăç кирлĕ, çавăнпа та эпир яланах çапла калатпăр: «Пултăр мир ĕмĕрех!»

В.ПЛОТНИКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code