Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2026 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнчи 85-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти Кристина Сергеевна АЛЕКСАНДРОВА математикăпа информатика учителĕ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл — педагогика ĕçченĕсен професси ăсталăхĕн «Чăваш Енри çулталăк учителĕ — 2026» конкурсĕн лауреачĕ.

