Чăваш Енре пурăнакансен суйлав прависене хỹтĕлесси çинчен калакан килĕшĕве «Пĕрлĕхлĕ Раççей» чи малтан алă пуснă.
Документа партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Сергей Артамонов тата Общество сăнав штабĕн ертỹçи Елена Кузьмина алă пусса çирĕплетнĕ. Енсем çитес суйлавра граждансен сасăлав прависене тивĕçтернине сăнаса тăрассине йĕркелес енĕпе пĕрле ĕçлеме калаçса татăлнă. Çав шутра — сăнавçăсене пĕрле хатĕрлессине те. Килĕшĕве тỹрре кăлармашкăн парти уйрăмĕпе штаб ĕç ушкăнĕсем туса хума, пĕр-пĕринпе информаци улăштарса илме, пĕрлехи канашлусем йĕркелеме палăртаççĕ. Документ пĕр çулталăк вăйра пулĕ.
Елена Кузьмина пĕлтернĕ тăрăх, штаб сасăлавпа çыхăннă çакнашкал килĕшỹсене çывăх вăхăтра суйлава хутшăнакан ытти политика партийĕн — коммунистсен, «Тĕрĕс Раççейĕн», либерал-демократсен, пенсионерсен партийĕн, «Çĕнĕ çынсен» — вырăнти уйрăмĕсемпе те тăвасшăн.

