Елчĕкри ачасен искусство шкулĕнче инвалидсен обществин округри уйрăмĕн пухăвĕ иртрĕ. Правленин отчечĕпе унăн председателĕ Людмила Анисимова паллаштарчĕ.
Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне округра сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах граждансен йышĕ — 1582. Çакă пĕлтĕрхинчен 84 çын ытларах. 18 пуçламăш ячейкăран пĕрлĕх канашĕнче 438 çын тăрать. Хальхи вĕренỹ çулне сусăр ачасенчен 52-шĕ те ăнăçлă вĕçленĕ. Вĕсене вĕренỹ организацийĕсен, психологипе педагогика, медицина тата социаллă пулăшу паракан центр енчен те тимлĕх пысăк. Ачасен тăрăшулăхĕ регион шайĕнчи тĕрлĕ конкурса активлă хутшăннинче курăнать.
ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн округри пайне 6 инвалид ыйтупа тухнă пулсан, вĕсенчен 5-шне ĕçе вырнаçтарма май килнĕ.
Регионта «Аслă ăру» проектпа килĕшỹллĕн халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕ çумĕнче «Мобильлĕ бригада» служба йĕркеленĕ. Вăл 65 çултан аслăрах сусăрсене ятарлă оборудованисемлĕ автомобильпе тĕп больницăна илсе çитерет.
Аслă ỹсĕмри çынсем тата инвалидсем, пурĕ вĕсем 22-ĕн, хăйсен пурнăçне Çирĕклĕ Шăхалĕнчи стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмра малалла тăсаççĕ. Çăтмахри пек услови туса панă вĕсене кунта. Çакна унăн заведующин, Чăваш Республикин социаллă пулăшăвăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Антонина Осипован тата унăн ĕçтешĕсен иксĕлми тăрăшулăхĕпе çыхăнтармалла.
Уйрăм пайташĕсем тĕрлĕ шайра иртекен культурăпа спорт мероприятийĕсенче те аптăрамаççĕ. Иртнĕ çул уйрăмах Аслă Çĕнтерỹпе çыхăннисенче хастарлăхпа палăрнă. Республикăри хорсен тупăшăвĕнче вырăнти 8 çынран тăракан коллектив «Чи лайăх сăнар» номинацире лауреат ятне çĕнсе илнĕ. «Паттăрсем пирĕнпе юнашар» фотоконкурсра ултă çынран 2-шĕ малтисен йышне кĕнĕ. «Астăвăм сачĕ» патриотла акцие 24 çын хутшăнни те вĕсен пултарулăхĕ, кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕ çинчен калать.
Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисем Шупашкарти «Спартак» спорт шкулĕнче иртнĕ 7 тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕнче тата конкурсра палăрнă. Ентешсем Чăваш Ен чысне Атăлçи федераци округĕнче хỹтĕлени те мăнаçланмалăх. Вырăнти общество уйрăмĕн кулленхи ĕçне хастар хутшăнакансене Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.
Пуху ĕçне округ пуçлăхĕ Леонард Левый, РФ Пенси фончĕн округри клиент службин ертỹçи Владимир Егоров тата ыттисем хутшăнчĕç.
(Хамăр корр.).

