Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 100-мĕш пепке – Семен

100-мĕш пепке – Семен

Районти ЗАГС пайĕнче районти 100-мĕш ачана регистрациленĕ.

Пĕтĕм тĕнчери Аннесен кунĕнче Тĕмерти Салминсен çемйине «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килнĕ. Николайпа Наталия виççĕмĕш тĕпренчĕкне кун çути панăшăн çав тери телейлĕ. Аслă ывăлĕ, Олег, çиччĕре, Ольга хĕрĕ пилĕк çулта. ЗАГС пайĕн начальникĕ Н.Баймушкина çемьере иккĕмĕш ывăл, Семен, çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна панă май виçĕ ача ашшĕ-амăшне чун-чĕререн ăшшăн саламланă, çирĕп сывлăх, çĕршыва юрăхлă çын ÿстерме суннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code