Ĕнер – декабрĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти Мускав кĕперне савăнăçлă лару-тăрура уçнă.
Ăна Шупашкар хулине никĕсленĕренпе – 550 çул, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленнĕ май пурнăçланă.
Сăмах май, çĕнĕ кĕперĕн пĕр пайне 2017 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче ĕçе кĕртнĕ пулнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ултă ретлĕ кĕпер транспорт юхăмĕн лару-тăрăвне çăмăллатма, çак вырăнта пулакан аварисен шутне чакарма май панине палăртса каланă.