«Прогресс» хуçалăхĕн Патреккелти сысна ферминче тирпейлĕх хуçаланни пурин чунне те савăнтарать.
Ферма йĕри-тавра карта тытса çавăрнă, унти чечек клумбисенче çу каçипех тĕрлĕрен илемлĕ чечексем ешереççĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен çурчĕ таса та хăтлă, кану кĕтесĕсем илемлĕ. Витесен умĕнче, картишĕнче кирлĕ мар япала выртнине кураймăн. Зооветеринари требованийĕпе килĕшÿллĕн сысна фермине ют çынсем кĕмеççĕ. Сысна пăхакансем те витене кĕнĕ, тухнă чухне те çăвăнса, тасалса тухаççĕ. Фермăра 5000 пуç ытла сысна. Коллектив пĕр чăмăрта ĕçлет. Çакă вăл витесене хĕле хатĕрлесе тăрăшса ĕçленинченех курăнать. Ют çынсем килсе туса парасса кĕтмеççĕ кунта, кашни ĕçчен шуратать, сăрлать. Витесене кĕме кăмăллă, пур çĕрте те тирпейлĕ, таса та çутă. Кашнийĕн ĕçлес кăмăлĕ пысăк. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса вăй хураççĕ. Коллектива 8 çул Алексей Гаврилов ертсе пырать. Туслă коллективра ĕçĕ те ăнать. Кăтартусемпе малта пулнине кура сысна ферми пĕлтĕр те, кăçал та диплома тивĕçнĕ. Коллективри чи хастар, опытлă та харсăр ĕçченсенчен пĕри – Валентина Горшкова.
Декабрĕн шартлама сиввинче кун çути курнă вăл. Валя 6 çулта чухне унăн амăшĕ, Зоя аппа, Патреккел ялĕнчи Николай Вершкова качча тухать. Сăмах май каласан, З.Крыловăпа Н.Вершков 49 çул ытла пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ, Валя хĕрĕпе, мăнукĕсемпе савăнаççĕ.
Çемьере пĕр ача пулсан та Валя ачаш ÿсмен, ăна ашшĕ-амăшĕ мĕн пĕчĕкрен аслисене хисеплеме, ĕçе хăнăхма вĕрентсе ÿстернĕ.
Ялти шкулта 9 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Валя Шупашкарти пир-авăр училищине вĕренме кĕрет, унтан комбинатра крутильщица пулса ĕçлет, 4-мĕш разряда тивĕçет.
– Шупашкартан яла таврăнсан 19 çулта чухне фермăна ĕне сума вырнаçрăм, пилĕк çул тăрăшрăм, çамрăк тесе хăраса тăмарăм, 4 çул хушши район депутачĕ пулма тивĕçлĕ пултăм. Ун чухне ĕне фермине Василий Скворцов ертсе пыратчĕ, кайран Мария Филатовăпа ĕçлеме тÿр килчĕ. Питĕ килĕштерсе ĕçлеттĕмĕр. Фермăра мана вăл вăхăтри ĕне сăвакансем – икĕ Нина аппа, пĕри Енейкина, тепри Владимирова ĕçлеме хăнăхтарнă, Виталий Нестраканов ĕне сăвакан та нумай вĕрентсе пыратчĕ, ыр канашсемпе вара Валерий Горшковпа Александр Скворцов ветеринарсем пулăшатчĕç, пĕлменнине ăнлантарса пама тăрăшатчĕç. Паянхи кун та вĕсене тав сăмахĕ калас килет, – аса илет Валентина.
Çакăнта ĕçленĕ чухне куç хывнă та ĕçчен те правур хĕре хăйсен ял каччи, вăл вăхăтра трактористра тăрăшакан Петр Горшков. Часах çемье çавăрнă çамрăксем. Чăваш йăли-йĕркипе тĕп килтен уйрăлса тухса çурт-йĕр хăпартнă, унта пурăнма куçнă. Çемьере умлăн-хыçлăн 2 ывăл çуралнă. Иккĕмĕш ачине çуратнă хыççăн 1987 çулта Валя сысна фермине ĕçлеме куçать, 31 çул хушши пĕр улшăнмасăр пĕтĕм чунне парса вăй хурать вăл унта. Хăй сысна фермине ертсе пыракан Елена Дмитриевăпа нумай çул хушши килĕштерсе ĕçлеме тивĕçлĕ пулнишĕн те чунтанах хĕпĕртет. Валя хăйпе пĕрле ĕçлекен Антонина Карсакова, Елена Доброхотова, Ирина Мартемьянова, Ирина Павлова, Лариса Горшкова, Антонина Воронцова, Ирина Добронравова, нумаях пулмасть ĕçлеме килнĕ çамрăк Анастасия Павлова сысна пăхакансене, Дмитрий Марковпа Геннадий Выйгетов операторсене, Витя Карсаковпа Валерий Кузьмин çăнăх авăртакансене, электрик та, сварщик та пулса ĕçлекен Александр Плотникова та хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн ырласа калаçать.
1995 çул Горшковсен çемйишĕн вара уйрăмах асра… Ашшĕпе амăшĕ 2 ывăл хыççăн виççĕмĕш ачине хĕр кĕтнĕ. Мартăн 9-мĕшĕнче çемьене икĕ хут савăнăçлă уяв çитнĕ – йĕкĕрешсем – хĕрпе ывăл çуралнă.
Шăпа кустăрми ялан пĕр тикĕс шумасть çав, кĕçĕн ачисем 10 çулта чухне, мăшăрĕ çамрăклах çĕре кĕрет унăн, çамрăк хĕрарăмăн çÿçĕ вăхăтсăр шуралать.
Ачисем хисеплени, ашшĕ-амăшĕ çумра яланах пулăшса пыни вăй панă та ĕнтĕ Вальăна пурнăçăн йывăр вăхăтĕнче.
Апла пулин те 19 çултан пуçласа мĕн пенсие тухичченех фермăра тăрăшнă хĕрарăм йывăрлăхсем çинчен пачах та шутламасть. Фермăра ĕçлесси халĕ те çăмăл мар-ха, ун чухнехи пирки каламалли те çук. Тивĕçлĕ канăва тухсан та юратнă ĕçне пăрахма шухăшламасть Валентина.
Унăн аслă ывăлĕ Василий тăван республикăн тĕп хулинче – Шупашкарта тĕпленнĕ, стройкăра тăрăшса ĕçлет, авланнă, мăшăрĕпе пĕр хĕр çитĕнтереççĕ. Ун хыççăнхи Владимир та Шупашкартах пурăнать. Вăл – строитель, авланнă, вĕсен хĕр ача çитĕнет. Йĕкĕрешсем Федьăпа Фая – амăшĕн чун уççисемех. Фая шкултан вĕренсе тухса аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн банкра ĕçлет. Федя вара ялта, ашшĕ-амăшĕн килĕнче тымар ярасшăн, авланнă. Нумаях пулмасть çамрăк çемьене çĕнĕ кайăк вĕçсе килнĕ – Богдан ывăл çуралнă.
Яла амăшĕ патне килсен часах ĕçе пикенеççĕ ачисем. Вĕсене ашшĕ вырăнне ертсе пыраканни вара Федор, Вальăн кĕçĕн ывăлĕ. «Сиссе те юлаймастăп, ушкăнпа вĕсем темĕн чул ĕç туса та хураççĕ», – савăнăçне пытараймасть телейлĕ амăшĕ. Унăн сĕтел çине тутлă апат-çимĕç хатĕрлесси анчах юлать. Ачисемпе мăнукĕсене пĕрмаях тарават кĕтекен хĕрарăмăн юр-варĕ вара яланах хатĕр, сĕтелĕ вĕсем килнĕ çĕре тулли. Ĕçсĕр ларма юратманскер килĕнче чăх-чĕпне, хур-кăвакалне усрать. Тĕп килте кĕçĕн ывăлĕ Федя, Мускав хулине ĕçлеме çÿрекенскер, пурăнни, паллах, амăшĕшĕн пысăк çăмăллăх. «Ачасемпе мăнуксен, атте-анне тимлĕхне, юратăвне туятăп пĕрмаях, çакă кулленхи пурнăçра телей, хавхалану кÿрет», – тет ачисемпе мăнукĕсем, ватă ашшĕ-амăшĕ пурăннипе савăнакан Валентина.
Т.ЗАХАРОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: В.Горшкова.