Çĕнĕ çулта хăнăхнă йăлапа çулталăкри ĕçсене пĕтĕмлететпĕр, малашлăх тĕллевсене палăртатпăр. Çакна асра тытса кулленхи пурнăçпа çыхăннă, паллах, район историне çырăнса юлма та тивĕçлĕ самантсене район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.П.Миллинпа калаçса уçăмлатма кирлине ăнлантăмăр. Район пуçлăхĕн çăмăл мар лавне пĕр улшăнмасăр 18 çул шав малаллах туртакан, нумай-нумай ĕç тума ĕлкĕрнĕ ертÿçĕн «Елчĕк ен» хаçат вулаканĕсене каласа кăтартмалли те сахал мар.
– Раççей Президенчĕ В.Путин 2018 çула Раççейри Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Калаçăва та çак шухăшранах пуçлас килет. Ĕçчен çынсен йăхĕнчи Елчĕк тăрăхĕн хастарĕсен пархатарлă та ырă ĕçĕсем пирки, Николай Петрович, тĕплĕнрех чарăнса тăма пулмĕ-и?
– Пирĕн тĕп пуянлăхăмăр – ĕç çынни. Вĕсем тыр-пул çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, çуртсем хăпартаççĕ, çул-йĕр хываççĕ, халăха вĕрентес, сывлăха сыхлас ĕçре, культурăпа искусствăра, спортра тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ отрасльте вăй хуракан, район экономикине тĕреклетсе аталантарассишĕн, производствăри кăтартусене ÿстерсе пырассишĕн кулленхи тивĕçе ăнланса, чыслăн пурнăçласа пыма тăрăшакансен пархатарлă ĕçне, чăннипех, сума сăватпăр.
Çав вăхăтрах ытти çынсен чун-чĕрине ырăлăхпа телей кÿрессишĕн, хăпартлану туйăмĕ парнелессишĕн вăй-халĕпе сывлăхне, вăхăтне шеллемесĕр ĕмĕр манăçми ырă ĕçсем пурнăçлама теветкеллĕх çитерекен – хăйсем хыççăн ырă ят хăваракансем пирки те аса илмесĕр хăварма пултараймастпăр. Волонтерсен çулталăкне иртнĕ кунсенче район шайĕнче пĕтĕмлетнĕ май пуçаруллă çынсем хăйсен чун-чĕрин хистевĕпе пурнăçлакан сăваплă ĕçсем пĕрин хыççăн тепри куç умне тухса тăраççĕ. Тĕмер чиркĕвĕн настоятелĕ Петр протоиерей пуçарăвĕпе Тăрăм ялĕнче кĕске вăхăтра чиркÿ çурчĕ çĕкленсе ларнине курса епле савăнмăн; Хальхи вăхăтра кунта кашни кун кал-кал йĕркеленсе пыракан ытти ĕçсемпе паллашма та кăмăллă.
Петр атте пурнăçлакан пархатарлă ĕçсем тата нумай. Чиркÿ çынни çаксем пирки çынсен умĕнче каласа кăтартма юратмасть пулин те унăн пуçарăвне ырăпа аса илетпĕр. Темиçе çул каяллах Аслă Таяпари Турă çурчĕ те вăл тăрăшнипе çĕкленсе ларнине пиртен кашнийĕ лайăх астума тивĕçлĕ. Тĕмер чиркĕвĕн прихут укçи-тенки ăна тунă çĕре сахал мар кайнă. Паллах, ĕненекенсемпе ырă кăмăллă çынсен пулăшăвĕ те ытлашши пулман. Чиркÿ настоятелĕ хăй ирĕкĕпе тăвакан ĕçсене ят-сумшăн мар, Турă ячĕпе унăн мухтавĕшĕн, сăвапшăн пурнăçланине вара пурте пĕлсе тăратпăр.
Аслă Елчĕкри Христос чĕрĕлнин ячĕллĕ чиркĕвĕн çĕнĕрен тунă çурчĕ хута кайни те – кăçалхи манăçми пулăм. Вĕсем строительство ĕçĕсене пурнăçлассинчи йывăрлăхсене эртелпе – ушкăна пĕрлешсе, пĕр шухăшлă пулса çĕнтерме пултарнăшăн савăнатпăр.
Иисус Христос Туррăмăр çуралнин ячĕллĕ Курнавăшри чиркÿ пирки аса илес пулсан та, лайăххине, ыррине анчах каламалла. Анатолий атте ертсе пынипе кунта тăтăшах тĕрлĕрен юсав ĕçĕсене туса ирттереççĕ, çĕнĕлĕхсене алла илессипе тимлеççĕ.
Район аталанăвĕшĕн хăй вăхăтĕнче ырми-канми тăрăшнă ветерансем паянхи çамрăксемшĕн тăрăшса пурнăçлакан ытти ырă ĕçсем те сахал мар. Вĕсем малашне тата ытларах пулччăр.
– Пирĕн района çĕрпе тухăçлă усă курма, çанталăк условийĕсене пăхмасăр кашни çул пÿлме тулли тыр-пул пухса кĕртме, тивĕçлĕ шайри тата пысăк пахалăха тивĕçекен выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илме ăсталăх çитернĕшĕн тав тăваççĕ. Ял хуçалăх отраслĕнчи кăçалхи ĕçсемпе кăмăллă-и Эсир? Хăшĕсене тивĕçлипе хаклатăр?
– Ял хуçалăхĕ тĕп отрасль шутланакан районшăн экономикăри тата социаллă пурнăçри çирĕплĕх агропромышленность комплексĕ тупăшлă ĕçленинчен нумай килет. Çавăнпа та ял хуçалăхне ăнăçлă аталантарасси – кашни пусăм çĕр лаптăкĕпе туллин усă курса тухăçлă тыр-пул çитĕнтересси, çирĕп апат никĕсĕ хывасси, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене ытларах туса илесси, ăна тивĕçлĕ хакпа сутасси пирĕн тĕп тивĕç шутланать.
Малтисен ретĕнче пулма хăнăхнă тыр-пул ăстисем 2018 çула та лайăх кăтартусемпе вĕçлеме тата уй-хирти пуянлăха кĕске вăхăтра, çухатусăр алла илме пултарнипе савăнатпăр. Цифрăсем çинче чарăнса тăрас пулсан: 21936 гектар лаптăкран пурĕ 59577 тонна, 1 гектар пуçне шутласан – 26,9 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Ял хуçалăх организацийĕсем вырмара ăмăртса ĕçленине уйрăммăн палăртма кăмăллă. «Рассвет» ЯХПКра /ертÿçи – Юрий Мясников/ 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 38,8 центнерпа танлашни – чи пысăк çитĕнÿ. «Сатурн», «Энтепе», «АСК-Яльчики» /ертÿçисем – Юрий Викентьев, Андрей Васильев, Юрий Галкин/ ял хуçалăх предприятийĕсем кăтартусене çулран-çул ÿстерсе пыраççĕ. «АСК-Яльчики» ОООн паха çĕр улми çитĕнтерессинчи ят-сумĕ те пысăк.
Республикăри ытти муниципаллă районсемпе танлаштарсан, ÿсен-тăран культурисене темиçе çултанпах чи пысăк лаптăкра çитĕнтерме пултарнине палăртатпăр. Сăмах май, кăçал ял хуçалăх культурисене пĕтĕмĕшле илсен 39313 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Палăртнă чухлĕ çĕр лаптăкне лайăх пахалăхпа ĕçлесе хатĕрлеме ĕлкĕрни малашлăхра хамăр ума тата çирĕпрех тĕллевсем илме хавхалантарать.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинчи ĕçсем те курăмлă. Пĕтĕмпе, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне аш-какай, сĕт туса илессин кăтартăвĕсем те тивĕçтермелли шайра. Пĕр ĕнерен сĕт сăвассипе «Победа» ООО /ертÿçи – Николай Головин/ чи малти. Отчетлă тапхăрти кăтарту 8000 килограма яхăн пулмалла. Районти фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе тăрантарса усрама кăçал та çирĕп апат никĕсĕ хывса хăварнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, мăйракаллă шултăра выльăхсен хисепĕ ÿснĕ. Çакна кура хĕл тапхăрĕнче кирлĕ шайри продукци туса илмелли майсем ытларах пуласса шанатпăр.
«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ ĕçĕ кĕнĕренпе – 13 çул хушшинчи тапхăрта 50 яхăн объекта тĕпрен юсанă, çĕнĕрен хута янă. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем инвестици кредичĕсемпе, лизинг йĕркипе тата хăйсен укçи-тенкипе усă курса кăçал 41 миллион та 504 пин тенкĕлĕх çĕнĕ йышши техника туяннă. Апла пулин те аталану çулĕпе çирĕп утăмсемпе утăмлас тесен мĕн тунипе анчах лăпланса ларни тĕрĕс мар пулнине пиртен кашнийĕ лайăх ăнланма тивĕçлĕ. Çĕнĕ инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртмеллине те пĕлетпĕр. Урăхла каласан, паянхи пурнăçри ял хуçалăхĕ пысăк технологиллĕ пурлăхпа техника никĕсĕ çинче çирĕпленмелле. Малашлăхра хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен те çĕнĕлĕхсене алла илессине тĕпе хумалла.
Ертÿçĕсем мал ĕмĕтлĕ пулни савăнтарать. Руслан Каштанов ертсе пыракан Елчĕкри сыр пĕçерекен завод никĕсĕ çинче производствăна модернизацилеме сăмах панине – сĕт-çу продукчĕсене типĕтмелли /проект хакĕ – 40 миллион тенке яхăн/ цеха çак кунсенчех хута яма хатĕрлесе çитернине тивĕçлипе хаклатпăр.
«АСК-Яльчики» ООО селекци теплицине тума федераци грантне çĕнсе илни те – ырă хыпар. Чăваш Тăрăмĕнчи Сергей Пузырев фермер çемье фермине аталантармалли республика программипе килĕшÿллĕн пулăшу укçине тивĕçрĕ.
– Ытти отрасльсенче патшалăхăн тĕллевлĕ программисем мĕнле пурнăçа кĕреççĕ?
– Чăваш Республикин Пуçлăхĕ грант шучĕпе, Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе 2018 çулта ялсен социаллă тата инженери инфраструктурине аталантармалли проекчĕсене пурнăçа кĕртме района республика бюджетĕнчен уйăрса панă самай сумлă укçа-тенкĕпе усă курса Елчĕкри вăтам шкул çурчĕн мал енне ку чухнехи материалсемпе усă курса сăн кĕртме, çи виттине çĕнĕрен витме май пулчĕ. Район центрĕнчи «Солнышко» ача садĕнче те пĕр харăсах 76 чÿречепе темиçе алăка, хутса ăшăтакан тытăма тĕпрен улăштарнă. Çавăн пекех Аслă Елчĕкри шкулăн ача садĕнче, Елчĕкри культурăпа кану центрĕпе Кĕçĕн Таяпари культура çуртĕнче пысăк юсав ĕçĕсене пурнăçланă.
Çул-йĕр строительстви пирки каламалли те чылай. Кивĕ Эйпеçпе Питтĕпел ялĕсене пĕрлештерсе тăракан 2 çухрăм ытла инçĕшне тăсăлакан асфальтлă çул-йĕре йĕркене кĕртнĕ. Проектпа смета документацийĕн хакĕ 21 миллион тенке тивĕçекен, кăçал пурнăçлама пикеннĕ тепĕр пысăк объект – Курнавăш çулĕ. Куçакан фондри çак ĕç 2019 çулта вĕçленет. Çĕнĕ Пăва ялĕнчен Аслă Шăхале, Турхана Кĕçĕн Пăла юхан шывĕ урлă каçакан пысăк кĕпере юсама вăй çитернине те пысăк ĕç вырăнне хуратпăр. Мĕншĕн тесен ăна /тăршшĕ – 48 метр, сарлакăшĕ – 6 метр/ тĕплĕн юсама вăхăт çитнĕччĕ ĕнтĕ. Адреслă инвестици программипе килĕшÿллĕн район центрĕнчен аякра вырнаçнă Вăрăмхăва ялĕнче те 1,5 çухрăм хытарнă çул, тротуар сарни те пĕлтерĕшлĕ ĕçсен шутĕнче. Унта çав хушăрах ФАП хута яма та ĕлкĕртрĕç, хальхи вăхăтра вăл районти çĕнĕ йышши фельдшерпа акушер пункчĕсенчен 10-мĕш шутланать. 2019 çулта тепĕр икĕ ФАП /Вырăскасси тата Таяпа Энтри ялĕсенче/ ĕçлеме тытăнмалла
Халăх пуçарăвĕпе йĕркеленекен ĕçсем кашни çул ытларах пулни те савăнтарать. Хальхи вăхăтра нумай çын пĕр-пĕрин тĕслĕхĕпе çулсене юсама, урамсене çутăсем вырнаçтарма, йывăç картасене улăштарма хăйĕн укçи-тенкине хывать. Кăçал çакăн пек тĕслĕхсем Аслă Елчĕкре, Лаш Таяпара, Кĕçĕн Таяпара, Кавалта, ытти ялсенче те пулчĕç. Кĕçĕн Таяпари Владимир Дубинов уйрăм предприниматель пирки расна палăртса калас тетĕп. Вăл ялĕнчи çĕнĕ масара кĕмелли тимĕртен эрешлесе тунă, хаклă пысăк хапхана хăй вăйĕпе вырнаçтарни – пуриншĕн те тĕслĕх мар-и?
– Елчĕк районĕ – сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакан район. Ку енĕпе, Николай Петрович, Эсир хăвăр та пирĕншĕн тĕслĕх пулса тăратăр.
– Тăрăшса ĕçлеме те çирĕп сывлăхпа тĕрек кирлĕ. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан çын анчах ырă шухăшпа, мал ĕмĕтпе пурăнма пултарнине çирĕплетсех калатăп. Мĕншĕн тесен çак шухăшпа нумайăшĕ килĕшессе пĕлетĕп.
Массăллă спорт тренировкисене, тĕрлĕрен тĕл пулусене йĕркелесе ирттерессине Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй пысăк тимлĕх уйăрать. Паллах, пирĕн те унран юлмалла мар. Çакна асра тытса кашни кун 3 çухрăмран кая мар çуран утатăп, çуллахи вăхăтра велосипедпа çула тухатăп. Тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăнма та ÿркенсе тăмастăп. ГТО комплексĕн нормативĕсене туллин пурнăçласа ылтăн паллăна тивĕçме пултартăм. Сăмах май, «Ĕçе тата оборонăна хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçлассипе пирĕн район республика шайĕпе илсен чи лайăххи шутланать.
Спортри ÿсĕмсемпе те хавхаланатпăр: Анастасия Лапшина /Кармал/ – ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, Анна Гаврилова /Патреккел/ – алă вăйĕ виçессипе, Александр Павлов /Кавал/ – кире пуканĕ йăтассипе, Полина Андреева, Алина Панкратова /Кивĕ Эйпеç/ – штанга çĕклессипе Раççей шайĕнчи чемпионатсен çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç. Республикăра иртнĕ ăмăртусенче чемпион ятне тивĕçнисемпе, призерсен йышне кĕнисемпе /вĕсем пурĕ 50 яхăн/ тивĕçлипе мухтанатпăр.
Хĕллехи вăхăтра çутатса тăракан 2 йĕлтĕр трасси, 10 хоккей коробки ĕçлет. Район центрĕнчи «Улăп» спорт комплексĕ те çак çулсем тăршшĕпех пурне те сывлăха çирĕплетме чĕнет.
Районăн паллă спортсменĕсемпе хисеплĕ çыннисен ячĕпе тĕрлĕрен ăмăртусем йĕркелесси йăлана кĕрсе пыни те ырă пулăм. Çак паха енсем малашне ытларах вăй илсе, çирĕпленсе пырасса шанса тăрас килет. Мĕншĕн тесен аслисем пĕрлехи вăйпа пурнăçлакан пархатарлă ĕçсене çамрăксем курса çитĕнеççĕ. Вĕсен тĕслĕхĕ яш-кĕрĕме малашлăхра ырă пулма чĕнекен хистев пекех пулса тăрĕ.
– Район пурнăçĕнчи кашни кунхи ĕç малашлăхпа çыхăннă. Халăхăн пурнăçне хăтлăрах тăвас тесен мĕн тумалла? Малашне пурнăçламалли чи кирлĕ тĕллевсем хăшĕсем тесе шутлатăр?
– Районăн пуласлăхĕпе экономикăри çирĕплĕх, тăнăçлăх ял тăрăхĕсен администрацийĕсем мĕнле ĕçленинчен те нумай килет. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен граждансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессине малти вырăна хумалла. Тăван тавралăха тирпей-илем кÿресси, такăр çул-йĕрпе тивĕçтересси, хĕлле вĕсене юртан тасатса тăрасси, çĕрлехи вăхăтра урамсене çутăпа тивĕçтересси – кулленхи ыйтусем. Унсăр пуçне, вĕсен малашлăхшăн тăрăшса çулсем тума проектсем хатĕрлесси, хальхи вăхăтра уйрăмах анлă сарăлнă пуçару никĕсĕ çинче йĕркеленекен программăсене хутшăнасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Раççей, Чăваш Республикин Правительстви шайĕнче çĕкленĕ потребитель кооперативĕсене йĕркелес ыйтăва татса парассинче те ял тăрăхĕсен хутшăнса ĕçлемелле.
Çанталăк условийĕсене пăхмасăр уй-хиртен тухăçлă тыр-пул, пахалăхлă выльăх апачĕ пухса кĕртесси, тивĕçлĕ шайри выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илесси – пирĕншĕн яланхи тĕп тĕллев, малашне те çаплах пулĕ.
Пĕчĕк предприятисене пысăккисемпе тупăшма, конкурентлă продукци кăларма çăмăлах мар пулин те пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармалла. Ку чухне районта пурăнакан çамрăксем ытларах ĕç вырăнĕ тупма пултарĕç, район бюджетне те ытларах укçа-тенкĕ кĕрĕ.
Вырăнти влаçшăн нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси, социаллă пурнăçпа çыхăннă ытти ыйтусем те иртнĕ çулсенчи пекех малти вырăнта пулĕç.
Май пулнипе усă курса «Елчĕк ен» хаçат вулаканĕсене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе саламлама ирĕк парсамăр!
– Тавтапуç.
Светлана АРХИПОВА калаçнă.