Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравление глав района с Новым годом и Рождеством

Поздравление глав района с Новым годом и Рождеством

Хисеплĕ ентешсем, Елчĕк тăрăхĕн хастар çыннисем!

Сире чĕререн Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе саламлатпăр!

Йăлана кĕнĕ тăрăх Çĕнĕ çулта мĕн пурнăçланине пĕтĕмлетеççĕ, малашнехи тĕллевсене палăртаççĕ.

2018 çула начар мар кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр. Районăн социаллă-экономикăллă лару-тăрăвне малалла аталантарас тĕллевпе пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлерĕмĕр. Ырă улшăнусем пĕтĕмпех тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем, район халăхĕ тăрăшнипе пулса иртрĕç.

Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ хыçа юлчĕ. Çавна май районта сахал мар ырă ĕç тума май килчĕ, вĕсем пурте ял халăхĕн ырлăхĕшĕн, канлĕ пурнăçĕшĕн. Уйрăмах çамрăксем ыттисене пулăшас, ырăлăх парнелес тесе тăрăшса ĕçлерĕç. Вĕсен ĕçĕ малалла тăсăлса пытăрччĕ.

2019 çул Театр çулталăкĕ пулĕ. Çавăнпа та ял халăхĕн канăвне тĕрĕс йĕркелес, культурăллă канма условисем туса парассипе тăрăшса ĕçлеме тивĕ.

Çĕнĕ çул мĕнле пуласси пĕтĕмпех хамăртан килет. Мĕн палăртнине тĕллевлĕн пурнăçласа пырсан, çитĕнÿ валли кашнийĕ хăй пултарулăхне, тăрăшулăхне шеллемесĕр ĕçлесен ырă улшăнусем татах та пулĕç. Çĕнĕ çул çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе, ял халăхĕн пурнăçĕ лайăхланса пынипе палăртăр.

Раштав уявĕ кашни киле ăшăлăх, лăпкăлăх, килĕшÿ парнелетĕр.

Уявсем ячĕпе саламласа сире пурне те çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем, ăнăçу, телей сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ               И.И.ВАСИЛЬЕВА

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ                    Н.П.МИЛЛИН

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code