Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Хĕл илемĕ тыткăнлать»

«Хĕл илемĕ тыткăнлать»

Хĕллехи илем хăйне евĕрлĕхпе тата асамлăхпа тыткăнлать. Çыравçăсемпе поэтсем хăйсен хайлавĕсенче çут çанталăкăн çак пулăмне ахальтен мар пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Курнавăш ялĕнчи библиотекăра «Вырăс хĕлĕ – поэзире» ятпа литература сехечĕ иртнĕ, кунтах «Хĕл илемĕ тыткăнлать» курав йĕркеленĕ.

Раиса Горшкова библиотекарь вулакансене паллă поэтсен сăввисемпе паллаштарнă. Библиотекăна çÿрекенсем те хăйсен кăмăлне каякан сăвăсене чуна витермелле вуланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code