Хăйсен ĕçне – хресчен /фермер/ хуçалăхĕ, çемье фермисене йĕркелеме грант шучĕпе патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕ уйăрасси 2019 çулта та туллин сыхланса юлать. Унсăр пуçне, кăçал «Агростартап» проект та пурнăçа кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн ял хуçалăх продукцийĕ туса илекен хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене аталанма çăмăллăх кÿрес тĕллевпе бюджетсен хушшинчи трансфертсем пама пуçлаççĕ.
«Агростартап» грантне тивĕçес тесен мĕн тумалла? Раççей гражданинĕн хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркелемелли тата аталантармалли проекта пăхса тухма регионти комиссие тăратмалла. Вăл çĕнтерÿçĕсене палăртнă хыççăн 15 кунран кая юлмасăр хресчен /фермер/ хуçалăхне федерацин налук службинче шута илтермелле.
Ял хуçалăхĕнчи потребительсен пайланми фондне «Агростартап» грантĕнчен тумалли йĕркене тата условисене РФ Ял хуçалăх министерстви çирĕплетет.
Укçана ăçта явăçтарасси пирки калас пулсан, ăна ял хуçалăх выльăхĕ /сыснасăр пуçне/, продукци /сысна ашĕсĕр пуçне/ туса илнине, пĕчĕк теплица валли оборудовани, нумай çул ÿсекен курăк вăрлăхĕ туяннă тăкакăн пĕр пайне саплаштарма уйăрĕç. Кооперативăн пĕр членне харпăрлăха пама патшалăх уйăракан укçа виçи кооперативăн пĕтĕм пурлăхĕн хакĕн 30 процентĕнчен ытла пулмалла мар. Çавăн пекех çак укçа-тенке ял хуçалăх техники, продукцие /сысна ашĕсĕр пуçне/ тирпейлемелли оборудовани /унпа усă куракан вăхăт ăна туса кăларнăранпа виçĕ çултан ытла иртмелле мар/ туяннăран пулакан тăкакăн пĕр пайне тата кооператив членĕсене пулăшу ĕçĕсем туса панă хыççăн пулнă тăкака /50 процентĕнчен ытла мар/ саплаштарма усă курма пăхнă. Оборудованипе техника переченьне Раççей Ял хуçалăх министерстви çирĕплетет.