Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Ирхи зарядкăна тухар-и?

Республика шайĕнчи «Пĕрлехи зарядка кунĕ» проект анлăн вăя кĕрет.

Районти тĕп больницăри пысăк коллектив кĕçнерникун ирхине, ĕç пуçланиччен, ирхи зарядкăна тухнă. Вера Алюкина инструктор ĕçтешĕсене ÿт-пĕве вăй-хал кĕртме пулăшакан çăмăл, тухăçлă упражненисен комплексне кăтартнă. Кăрлач уйăхĕнчи сивĕ те илемлĕ çанталăк вара, чăннипех, кашнийĕн чун-чĕрине хăпартлану туйăмĕ, вăй кĕртнĕ.

Сумлă юбиляр

90 çулхи кун-çул тăршшĕне утса тухасси – уй урлă каçасси мар.

Елчĕк ялĕнче пурăнакан хисеплĕ ĕç ветеранне – Лидия Агеевăна 90 çулхи юбилей ячĕпе Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Блинов саламланă, РФ Президенчĕн саламлă çырăвне панă, парнепе чысланă.

Лидия Николаевна тав сăмахне чăннипех те тивĕçлĕ çын. Мĕншĕн тесен вăл хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех пархатарлă ĕçре ирттернĕ. Ят-сума та сахал мар тивĕçнĕ, çакă ăна малалла тăрăшса вăй хума хистенĕ.

Хальхи вăхăтра вăл юратнă хĕрĕн çемйипе пурăнать, мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнать. Ватлăхра тата ăна урăх мĕн кирлĕ;

 

Ачасене – уяв парни

Нумай ачаллă, сахал тупăшлă, йывăртарах çемьесенче çитĕнекенсене, инвалид-ачасене уявра савăнма май туса парас тĕллевпе Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче «Çĕнĕ çул тĕлĕнтермĕшĕ» ятпа пысăк мероприяти иртнĕ.

Ачасене тата ашшĕ-амăшне райадминистрацин пуçлăхĕ – «Единая Россия» партин Тĕп канашĕн членĕ, партин вырăнти совечĕн секретарĕ Николай Миллин, «Яльчикский коопторг» ООО директорĕ Тамара Савельева тата ыттисем те саламланă, ырлăх-сывлăх, телей, çитĕнÿсем суннă.

«Единая Россия» партин пуçарăвĕпе йĕркеленекен «Шоколад – ачасене» акцие хутшăнса иртнĕ çул вĕçĕнче «Яльчикский коопторг» лавккасенче пурĕ 22 килограмм пылак çимĕç пуçтарнă. Вăл ачасемшĕн пысăк парне пулнă, Хĕл Мучипе Юр Пике, юмахри сăнарсем чăн уявăн илемне тата асамне туйма май панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code