Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăрăшуллисен малашлăхĕ пысăк

Тăрăшуллисен малашлăхĕ пысăк

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2002 çулхи мартăн 6-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи çамрăк граждансене патшалăх пулăшăвĕ парассин мерисене çирĕплетесси çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн 2019 çулта çамрăксемпе студентсене пултарулăхри ăнтăлушăн ятарлă стипенди парасси çинчен хушăва алă пуснă.

Вĕренÿре, бизнеса проектлассинче, наука, пултарулăх, производство, управлени ĕç-хĕлĕнчи курăмлă кăтартусем тунă республикăри 1000 çамрăк хушшинче пирĕн районти 19 яшпа хĕр те пур. Вĕсен йышĕнче шкул ачисем йышлă. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Ксения Агеева, Дмитрий Борисов, Мария Николаева, Виктор Райков, Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Елена Васильева, Мария Ефимова, Иван Лакачов, Сергей Назаров, Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Алина Гималетдинова, Денис Михеев, Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Кристина Емельянова, Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Мария Михеева, Элла Немцева, Кĕçĕн Таяпари, Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчи Наталья Мусаловăпа Анастасия Сусметова, Данил Трофимов, «Урожай» ОООн тĕп бухгалтерĕ Татьяна Кузнецова, «Агрофирма «Нива» ОООн механизаторĕ Дмитрий Паймин, Елчĕкри тĕп больницăри Венера Чернова медицина сестри кăçал уйăхсерен 1830 тенкĕ стипенди илсе тăрĕç. Çак ятпа вĕсене чун-чĕререн саламлатпăр, вĕренÿре, ĕçре пысăк ÿсĕмсем тума сунатпăр.

Çак хисеплĕ ушкăна кĕнисен йышĕнче республикăри тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухакан пирĕн район студенчĕсем пурри те савăнтарать. Акă, Шупашкарти медицина училищин студенчĕ, полиатлон енĕпе Раççей шайĕнче пысăк çитĕнÿсем тăвакан Александр Игнатьев, Ольга Мальцева, вăл Шупашкарта шалти ĕçсен пайĕнче дознавательте тăрăшать /иккĕшĕ те Тÿскел/, тĕп хулари ÿнер училищинче вĕренекен Карина Сивкова та /Тăрăм/ – кăçалхи стипендиатсем.

Аса илтеретпĕр, 2003 çултанпа çамрăксене хавхалантарма паракан ятарлă стипендие районти 151 çамрăк тивĕçнĕ. Апла пулсан, 14-30 çулсенчи мал ĕмĕтлĕ яш-кĕрĕмпе хĕр упраçăн тăрăшса ĕçлемелли, вĕренмелли, малалла талпăнмалли тĕллевсем çук мар. Çитес çул стипендиатсен йышне эсир те, яш-кĕрĕм, кĕме пултаратăр. Çавăнпа та малашлăха ăнтăлса пăхар, хамăра пархатарлă ĕçпе кăтартар.

Марина ВАСТУЛОВА,
район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code