Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кивçен илнĕ чух…

Кивçен илнĕ чух…

Укçа-тенкĕ васкавлă кирлĕ, анчах та банк кредит пама хирĕçлерĕ. Кивçене чăрмавсăр илме май паракан организацисенчен ултав тÿсес мар тесен мĕн пĕлмелле?

Л.СПИРИДОНОВА.

Кĕске вăхăтлăх укçа-тенке микрофинанс организацийĕсенчен /МФО/ илме пулать. Ытларах чухне сăмах пысăках мар /30 пин тенкĕ таран/ укçа пирки пырать. МФОсен ĕçĕн уйрăмлăхĕ – вĕсем кивçен илекен çын укçана тавăрса пама пултарассине çирĕп тĕрĕслеменни. Нумай документ, справкăсем ыйтмаççĕ, укçана хăвăрт параççĕ. Çавăнпа та çак тĕслĕхсенче организацишĕн кивçен каялла таврăнассипе çыхăннă хăрушлăх пысăк, çав сăлтава пулах МФОсен кивçен проценчĕ те пĕчĕк мар – банк кредичĕсемпе, кредит карточкисемпе танлаштарсан самай пысăкрах. Хăвăрăн кулленхи ыйтăвăрсене татса парас, çĕнĕ парăмсем ан пулччăр тесен çавнашкал кивçене мĕнле тĕрĕс илмеллине, унпа мĕнле усă курмаллине пĕлмелле.

Кивçен илмелли документа алă пусиччен Раççей Банкĕн сайтĕнче /www.cbr.ru/ çак компание микрофинанс организацийĕсен списокне кĕртнине тĕрĕслĕр. Тĕрлĕ МФО условийĕсене танлаштарса хаклăр. Çакăн хыççăн тин хăвăра тивĕçтерекеннине суйласа илĕр.

Кашни МФО çынна шухăшласа пăхмашкăн вăхăт пама тивĕç. Эсир организацие ыйтупа пынă хыççăн пилĕк кунра килĕшÿ тума пултаратăр. Алă пусас умĕн унта мĕн çырнипе тĕплĕн паллашăр, хăвăр çине илекен парăма парса татас шанăç пуррине е çуккине шута илĕр.

Çын кивçене вăхăтлă татаймасан ĕç-пуç çивĕчленесси пирки те пĕлмелле сирĕн – унăн виçи пысăкланма пуçлать. Анчах та çакнашкал лару-тăрура та саккун финанс пулăшăвĕн ĕçĕсемпе усă куракана хÿтĕлет. Иртнĕ çултан микрофинанс ĕç-хĕлĕ çинчен калакан саккуна кĕртнĕ тÿрлетÿсем вăйра. Вĕсемпе килĕшÿллĕн хушăнакан процентсен, комиссисен тата штрафсен пĕтĕмĕшле виçи кивçенĕн виçĕ виçинчен ытла пулма пултараймасть. Калăпăр, эсир МФОран 5 пин тенкĕ илсен хушăнакан процентсем 15 пинрен иртмелле мар.

Г.ЧЕРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code