Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Христос Туррăмăр шыва кĕнĕ кун

Христос Туррăмăр шыва кĕнĕ кун

Паян – январĕн 19-мĕшĕ – Христос Туррăмăр шыва кĕнĕ кун. Çак кун эпир турăшсене илсе шыв хĕррине каятпăр, унта Христосăн хĕресне шыва чиксе кăларатпăр.

Çак йăлана Иисус Христос Иордан шывĕнче шыва кĕнине асăнса тăваççĕ. Иисус Христос вăтăр çула çитсен Назарет хулинчен Иордан шывĕ патне кайнă, кунта шыва кĕнĕ чухне сасартăк пĕлĕт уçăлса кайнă, пĕлĕт çинчен Атте Туррăн сасси илтĕннĕ: «Çакă манăн савнă Ывăлăм, манăн ирĕкĕм ун çинче», – тенĕ вăл. Çавăн чухне çÿлтен Иисус Христос çине кăвакарчăн пек пулса святой сывлăш аннă. Çапла Иисус Христос хăй Иордан шывĕнче шыва кĕрсе çынсене тĕне кĕме çĕр çинчи шыва тасатса панă. Иисус Христос шыва кĕнине асăнса паян эпир те шыв хĕрне анса кĕлĕсем вулатпăр, шыва тасататпăр.

Çырмари шыв Христосăн хĕресне шыва чиксе кăларнипе таса, святой шыв пулса тăрать, Христосăн ятне асăннипе тасалса каять. Çак тасалнă шыва ĕçекен çынсен ÿчĕ те, чунĕ те сывалать, шыва Турра ĕненсе ĕçсен вăл пире курăнакан, курăнман тăшмансене те сирсе ярать, кил-çурта усал-тĕселтен тасатать. Христос Туррăмăр ятне асăннипе эпир кирек хăçан та тĕрлĕ ырăлăх илетпĕр. Турă ятне асăнни пирĕн ÿт-пĕве сывлăх парать, пирĕн чуна лăплантарса, савăнтарса ярать.

Ырă çыннăмăрсем! Турă ятне асăнма нихăçан та ан манăр, ан ÿркенĕр. Пĕр-пĕр инкек пулать-и, Турă ятне асăн, сана Турă инкекрен хăтарĕ. Çулпа çÿренĕ чухне санăн хăрамалла пулать-и, каллех Турă ятне асăн, хăрушлăх санран пăрăнса иртĕ. Вăрманта çÿренĕ чухне аташса, çĕтсе каятăн-и, Турă ятне асăн, сана сыхлакан Ангел кирлĕ çĕре ертсе кăларĕ. Усал, çылăхлă шухăшсем пуçа килсе кĕреç-çĕ-и, ун чухне те Турă ятне асăн, вĕсем вара пурте сирĕлсе кайĕç. Кирек хăçан та Турă ятне асăн: «Эй, Турă Иисус Христос, çăл мана», – тесе анчах кала. Вара сана пĕр усал та тивеймĕ. Турăсăр пуçне эпир алăк патне те çитеес çук, Турăпа пĕрле тинĕс урлă кайсан та пĕтес çук. Аминь.

Силуан /КОЗЛОВ/ иеромонах,
Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code