Ку эрнере çанталăк пире çирĕп тĕрĕслерĕ. Кăрлач уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче районта юр вĕçтерчĕ, тăман çавăрттарчĕ — çуртсен умĕсене, çул-йĕре хÿсе лартсах пычĕ.
Çут çанталăк пулăмĕпе çыхăннă йывăрлăхсене вăхăтра парăнтарас, çул-йĕре тасалăхра тытас тĕллевпе «ДПМК «Яльчикское» ООО ĕçченĕсем тăрăшнăран чăрмавсем пулман. Юр хыракан тата пуçтаракан техникăна /пурĕ 16/ кунĕпе-çĕрĕпе ĕçлеттерекенсем ырă ята тивĕç. Сергей Синев, Анатолий Мохов, Александр Борисов, Александр Агеев, Алексей Фомин тата ыттисем яваплăха çирĕп туйнăран тĕп çул-йĕрсем çинче йĕрке хуçаланнă. Вячеслав Сядуков ертÿçĕ вĕсен ĕçĕпе кăмăллă.
Е.ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: 3 тата 2 теçетке çул ытла çул-йĕр çинчи йĕркелĕхшĕн тăрăшакан Анатолий Мохов водительпе Геннадий Зайцев прораб ĕç вăхăтĕнче.