Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юлташла вăйăра

Юлташла вăйăра

Яманчÿрел ялĕн çамрăкĕсем сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыма тăрăшаççĕ.

Пушă вăхăтра вĕсене ялти хоккей коробкинче курма пулать. Ку лаптăка юртан тасатса тăрассине те хăйсем çине илнĕ шкул ачисем. Юр нумай çунă вăхăтра Константин Рахмуллин ăна хăйĕн тракторĕпе тасатса пулăшать. Спорт тусĕ Юрий Рахмуллин вĕренекенсене пĕчĕкренех хоккей выляма хăнăхтарать, ку енĕпе ăмăртусем йĕркелессипе тимлет. Нумаях пулмасть ял ачисем Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнчи тантăшĕсемпе юлташла тĕл пулу ирттерчĕç. Вăйă 5:3 шутпа, хуçасем çĕнтернипе вĕçленчĕ. Асăннă ялта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» указĕпе хута кайнă хоккей коробкипе, чăн та, савăнмалăх пур. Кунтах салтăнса тумланмалли ăшă пÿлĕм, болельщиксем валли хатĕрленĕ веранда та пур.

Февралĕн 23-мĕшĕнче Яманчÿрелсем ентешĕмĕре – Чечен Республикинче паттăрла вилĕмпе пурнăçран уйрăлнă Александр Муллина асăнса хоккей ăмăртăвĕ йĕркелеме палăртаççĕ.

С.ЕРМАКОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: спорт тусĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code