Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пирĕн пĕрлĕх – тĕллеве пурнăçа кĕртмелли тĕп никĕс

Пирĕн пĕрлĕх – тĕллеве пурнăçа кĕртмелли тĕп никĕс

Январĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ЧР Патшалăх Канашне çуллен яракан Çырăвĕпе паллаштарнă. Ăна итлеме Чăваш Патшалăх оперăпа балет театрне РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин тата республика парламенчĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан власть органĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсем тата ыттисем те пухăннă. Çав шутра Елчĕк район делегацийĕ те пулнă. Ушкăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынă.

«Пĕрле пурăнмалла – пĕрле ĕçлемелле!»

Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче республикăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн малашнехи тĕллевĕсене палăртрĕ.

Чăваш Ен патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ уçăлăхпа тÿрĕлĕх, çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси çинче никĕсленнĕ. 2018 çулта чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ пулчĕ. Çавна май Республика Пуçлăхĕ иртнĕ çулхи Çырăвĕнче халăха суйлавра хастарлăх кăтартса пĕрлехи малашлăхшăн суйлама чĕнсе каланăччĕ. Çавăнпа кăçал сăмахне çак темăран пуçларĕ ертÿçĕ: «Суйлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх çакă паллă пулчĕ, республикăра пурăнакан çынсенчен ытларах пайĕ – çирĕп те пĕр шухăшлă ушкăн, вăл йывăрлăхсене ÿпкелешмесĕр тухăçлă ĕçлеме пултарать тата яваплă йышăнусем тума хатĕр».

Чăваш Ен Раççей Президенчĕн 2018 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указĕнче палăртнă çирĕп тĕллевĕсене ăнăçлă пурнăçлассипе тимлет. Чăваш Республикинче регион шайĕнче 47 проекта 3 çул хушшинче мĕн пур шайри укçа-тенкĕ çăлкуçĕсен шучĕпе пурнăçлама 120 миллиард ытла укçа-тенкĕ палăртса хунă. 6 çул хушшинче вара çак кăтарту 250 млрд ытла тенкĕпе танлашмалла.

2015 çулта йышăннă «Пĕрле пурăнмалла – пĕрле ĕçлемелле!» халăх программи ăнăçлă пурнăçланнă, унăн тăсăмĕ Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн суйлав умĕнхи «Чăваш Ен – пурăнма хăтлă регион. Аталанăвăн тĕп çул-йĕрĕсем» программи пулса тăнă. Программа никĕсне экономикăн чăн секторне пулăшасси, агропромышленность секторне аталантарасси тата апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтересси, социаллă сферăна çĕнетесси, çулсен пахалăхне лайăхлатасси, картишсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртесси кĕрет.

Экономика, инвестицисем çинчен

Малтанхи хаклав тăрăх, 2016 çултан пуçласа республика экономикине 150 млрд тенкĕ ытла инвестицисем хывнă.

Республика Правительстви ку кăтарту 2020 çул тĕлне малтан палăртнă пек 250 млрд тенкĕ мар, 260 млрд тенкĕ ытла пуласса шанать, çулсерен сахалтан та çĕнĕ 5 производство уçма, çĕнĕ производствăсем йĕркелеме тата халь ĕçлекеннисене çĕнетме бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчен 85 миллиардран кая мар укçа-тенкĕ явăçтарма тĕллев лартнă.

Хаклав тăрăх, çĕнĕ производствăсем уçма тата халь ĕçлекеннисене çĕнетме бюджет тулашĕнчи çăлкуçсенчен 125 миллиарда яхăн укçа-тенкĕ явăçтарнă, 2020 çул тĕлне 220 млрд тенкĕ ытла явăçтарма палăртнă. Инвестици проекчĕсене пурнăçланине пула юлашки 3 çулта республикăра экономикăн мĕнпур сферинчех 7 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

Вăтам ĕç укçи ÿсĕ

Чăваш Енре вăтам ĕç укçин шайне палăртнă тĕллев те пурнăçланать: 2020 çул тĕлне вăл 30 пинрен кая мар шая çитмелле. 2018 çулта, хаклав тăрăх, чăн ĕç укçин шайĕ 27165 тенкĕпе, е ун умĕнхи çулпа пăхсан, 107 процентпа танлашнă. Прогноз тăрăх, 2020 çулта вăл 32000 яхăн тенкĕ шайне çитмелле. Ĕç укçин шутласа палăртнă виçи 2025 çулта 45000 ытла тенке çитет, 2030 çул тĕлне 62000 тенке çити ÿсмелле.

Вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕ, спорт…

Çынсемшĕн пĕлтерĕшлĕ шутланакан сферăсенче – сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿре, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тытăмра тĕллевсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ.

– Эпир вунă çул хушшинче шкулсенче 15000 ытла вырăн йĕркелемелли, 32 шкул тумалли тата юсаса çĕнетмелли, кивелсе çитнин кăтартăвĕ 50 процентран иртекен 64 шкула тĕпрен юсамалли çинчен каланăччĕ. Пĕрремĕш тапхăрта 4 шкул тунă, 3-шне юсаса çĕнетнĕ, 22-шне тĕпрен юсанă, пĕтĕмпе çак вăхăтра 3719 вĕренÿ вырăнĕ йĕркеленĕ, çапла вара палăртнă тĕллеве пурнăçланă. Ку пĕлтерĕшлĕ кăтарту. Çапах та пирĕн тата нумай тумалла-ха, – палăртрĕ М.Игнатьев.

Республика Раççейри регионсен хушшинчи компетенцисен центрĕсене туса хурассипе çыхăннă анлă проекта пурнăçлакан 7 регион йышне кĕнине палăртма та кăмăллă. Шупашкарта электромеханика колледжĕн никĕсĕ çинче промышленность тата инженери технологийĕсен центрне йĕркелени малта пыракан предприятисен çÿллĕ шайри требованийĕсене тивĕçтерекен ăсталăхлă кадрсене вĕрентсе хатĕрлеме май панă. Онкологи диспансерĕн çĕнĕ хирурги корпусне ĕçе кĕртнĕ, тĕп хулара çĕнĕ поликлиникăсем уçнă, 50 фельдшерпа акушер пункчĕ тунă. 2013 çултанпа кивелсе çитнĕ кашни виççĕмĕш фельдшерпа акушер пунктне пăсса вĕсен вырăнĕсенче ку чухнехи 179 çĕнĕ ФАП туса лартнă.

Халăха физкультурăпа тата спортпа туслашма майсем туса парасси – тĕп тĕллев. Федераци центрĕн пулăшăвĕпе ĕç калăпăшĕ ÿсĕнсех пырать. Çак çулсем хушшинче тĕп хулари «Олимпийский» тата «Спартак» стадионсене çĕнетнĕ, Маунтинбайка аталантармалли Раççейри чи лайăх центра хута янă, шкулсен пĕрлехи 9 стадионне, футболла вылямалли уй, чупу вырăнĕсем, хоккей площадкисем тата урамра вырнаçтарнă тренажерсемлĕ лаптăксем туса хунă.

Гранта тивĕçнĕ 40 субъект шутĕнче

Чăваш Ен çирĕп те кал-кал аталаннине, пурăнма хăтлă регионсенчен пĕри пулнине пирĕн республика 2017 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх ÿсĕмĕн пысăк хăвăртлăхĕсемшĕн паракан гранта тивĕçнĕ федерацин 40 субъекчĕ шутне кĕни те лайăх çирĕплетет. Республика 193 миллион тенке яхăн хушма дотаци илнĕ, укçа-тенкĕн тĕп пайне професси вĕренĕвĕн тытăмне тата нумай ачаллă çемьесене пулăшма янă.

Преступлени шучĕ чакнă

Республикăра преступлени шайĕ чакнин ырă туртăмĕ сыхланса юлни лайăх пулăм. Ыйтăм кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикине çынсен тата вĕсен пурлăхĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерес, халăха преступлениллĕ ĕçсенчен хÿтĕлес енĕпе чи ăнăçлă регион тесе хакланă. 2017 çулхи шайпа танлаштарсан, преступлени тăвасси пĕлтĕр 8 процента яхăн сахалрах пулнă. Республикăра хăрушсăрлăх çÿллĕ шайра пулнине тата лару-тăру çирĕплĕхне кăтартакан ырă тĕслĕх çакă.

Бюджет

Йывăрлăхсене пăхмасăр 2018 çул Чăваш Еншĕн черетлĕ аталану çулĕ пулнă. Иртнĕ çул кăтартăвĕсем тăрăх, пĕрлештернĕ бюджетăн тупăшĕсен ÿсĕмĕ, 2017 çулпа танлаштарсан, 12 яхăн процентпа танлашнă. Çав хушăрах Раççей бюджет тытăмне кĕрекен бюджетсенчен тÿлевсĕр куçарса панă укçа-тенкĕ шайĕ 15,6 процент чухлĕ ÿснĕ.

Парăмсене чакарассипе ăнăçлă ĕçленине те каларĕ Михаил Васильевич: «13 миллиарда яхăн шайри парăм калăпăшне тивĕçтерме каякан тăкаксене эпир 32 милллион тенке çити, урăхла каласан, 14 хут чакартăмăр». Патшалăх парăмне тивĕçтерме каякан тăкаксен шайне чакарни юлашки 2 çулта 820 миллиона яхăн укçа-тенке перекетлеме май панă.

Промышленность производстви

Промышленность производствине илес пулсан, унăн индексĕ пĕлтĕрхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх 1,5 процент чухлĕ ÿснĕ, кăçал вăл 105 процентпа танлашмалла. Паян Чăваш Енри промышленность предприятийĕсен инвестици портфелĕнче пĕрлехи бюджечĕ 26 млрд тенкĕрен те иртекен 70 ытла проект шутланать.

Инвестици проекчĕсене пурнăçлакан промышленность предприятийĕсене патшалăх паракан пулăшăвăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ, 2018 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 2 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашнă, çакă ун умĕнхи çулхи шайран 26 процент пысăкрах.

Кăçал тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕ АПШ 600 миллион доллар шайне çитмелле. Асăннă тĕллеве пурнăçлама, сăмахран, «Химпром» продукцине Азипе Лăпкă океан регионне кĕрекен çĕршывсене, Шупашкарти «Çеçпĕл» предприятин савăчĕсемпе танк-контейнерĕсене «Sakhalin Oil and Gas» проектăн яппун операторне тăратни пулăшать.

Пĕчĕк тата вăтам бизнес

Пĕчĕк тата вăтам бизнес ĕç рынокĕ тĕлĕшĕнчен те, çĕнĕ йышăнусемпе инновацисене ĕçе кĕртес енĕпе те экономикăн пысăк шайри çаврăнăçулăхне тивĕçтерет. Пĕтĕм регион продуктĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тÿпи 2018 çулта, хаклав тăрăх, 34 яхăн процентпа танлашнă. 2025 çулта асăннă кăтарту 38 процента çитмелле. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем патĕнче ĕçлекенсен йышне 2024 çул тĕлне 205 пин çын шутне çитерме палăртнă.

Агропромышленность комплексĕ

Агропромышленность комплексне аталантарас енĕпе тăвакан пирĕн пĕтĕм ĕç тĕп тĕллевсене – халăха лайăх пахалăхлă апат-çимĕçпе тивĕçтерессине тата пурăнма илĕртÿллĕ, ку чухнехи ял хутлăхне туса хурассине – пурнăçлассипе çыхăннă. Çакна тума агроэкспорта, агронаукăна аталантармалли, ĕç тухăçлăхне ÿстермелли, ял территорийĕсене хутлăх тĕлĕшĕнчен аталантармалли, агропромышленность комплексне туллин цифрăламалли ыйтусене татса памалла. Юлашки 5 çулта ял хуçалăх таварĕсен экспорчĕн калăпăшĕ 2,5 хут ÿснĕ, 2024 çул тĕлне вăл тата 3 хутран кая мар ÿсмелле. 2018 çулта республикăра ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем продукци туса кăларас енĕпе плансене пурнăçланă, ял хуçалăх продукцийĕсен производствин индексĕ 101,2 ытла процентпа танлашнă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тата ÿсен-тăран çитĕнтерес ĕçри ырă туртăмсене сыхласа хăварассине тата малалла аталантарассине выльăхсен йышне пысăклатса пынин шучĕпе тивĕçтермелле. Çакă ÿсен-тăран ÿстерес ĕç продукцийĕ кирлĕ пулассине те, аграрисен çирĕп тупăшне те шанчăклăн çирĕплетет. Çитес 2 çулта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри производство калăпăшĕсен ÿсĕмне 5 процентран кая мар шайра тивĕçтермелле.

Экологи хăрушсăрлăхĕ

Çынна, унăн нушисем çине тимлĕх уйăрасси, пурăнма лайăх майсем туса хурасси – аталаннă обществăн тĕп тĕллевĕ. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртни, экологишĕн стратегиллĕ шайри объектсене çĕнетни – пирĕн сывлăха, ачасен сывлăхне упрассишĕн хывакан инвестицисем.

Саккунпа килĕшÿллĕн коммуналлă хытă каяшсене тыткаламалли çĕнĕ тытăм çине куçрăмăр. Чăваш Республикинчи муниципаллă районсен пуçлăхĕсен поселенисен тата округсен пуçлăхĕсемпе пĕрле 2019 çул вĕçĕччен халăх пурăнакан мĕн пур вырăнта коммуналлă каяшсене вăхăтлăх пухса пымалли лаптăксем туса хумалла.

Строительство отраслĕнчи ырă туртăмсем

2018 çулта строительство енĕпе тунă ĕçсен калăпăшĕ 40,5 млрд тенкĕпе е, пĕлтĕрхи шайпа пăхсан, 115 процентпа танлашнă. Строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата çул-йĕр отраслĕсене мĕн пур шайри бюджетсенчен 16 млрд тенкĕ ытла инвестици хывнă.

«Таса шыв» регион проекчĕ

Çитес ултă çулта Чăваш Республикинче 100 пин ытла çынна шывпа тивĕçтермелли 320 километр тăршшĕ 20 объект тума 2 млрд та 200 млн тенкĕ уйăрма палăртнă.

Интернет сечĕпе усă курасси

Çитес икĕ çулта чи малтан пурнăçламалли тĕллевсенчен пĕри – республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене сарлака ярăмлă Интернет сечĕпе усă курмалли майсем туса хурасси.

Куçман пурлăх объекчĕсем

Куçман пурлăх объекчĕсене, çав шутран «Халăх инвентаризацийĕ» акци вăхăтĕнче тупса палăртнă çĕр лаптăкĕсене те, налук тата хуçалăх çаврăнăшне кĕртес енĕпе тăвакан ĕçсене малалла тăсмаллине, ку енĕпе Шăмăршă, Етĕрне районĕсемпе пĕрле Елчĕк районĕ те ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ Михаил Игнатьев.

«Юрăхсăра тухнă пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ»

Федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн, 2012 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн ишĕлекен тесе йышăннă пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен çынсене урăх вырăна пурăнма куçармалли ĕçсене пурнăçлама пирĕн республика валли 1 млрд та 200 млн тенкĕ палăртса хăварнă.

Пурнăç тăршшĕ вăрăмланать

Чăваш Енре юлашки çулсенче халăхăн пурнăç тăршшĕн виçи ÿссе пыни, вăл 73,5 çула çитни ырă пулăм. «Халĕ пирĕн умра пĕлтерĕшлĕ тĕллев тăрать – пурнăç тăршшĕн виçине çирĕппĕн ÿстерсе пырса ăна 2024 çул тĕлне 78 çула çитересси», – палăртрĕ Михаил Игнатьев. Çакă медицина пулăшăвĕ пахалăхлă пулнинчен чылай килет. Виçĕ сыпăклă сывлăх сыхлавĕ – пуçламăш сыпăкран тытăнса пысăк технологиллĕ медицина центрĕсем таранччен – медицина пулăшăвĕн пахалăхне çултан-çул ÿстерсе пыма май парать. Йĕркеленсе çитнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсен, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсен, поликлиникăсен тытăмĕшĕн вырăна тухса ĕçлемелли ĕç мелĕ лайăх пулăшу шутланать. Сахал çынлă ялсенче пурăнакансене медицина пулăшăвĕ пама пĕлтĕр кăна куçса çÿрекен 5 ФАП тата куçса çÿрекен маммограф туяннă. Кăçал федераци укçи-тенки шучĕпе çавнашкал тата 18 комплекс туянма палăртнă, çакă кашни районтах куçса çÿрекен комплекс пулассине тивĕçтерет. Республикăра «юн тымарĕсен программи» ăнăçлă пурнăçланать: инфаркт е инсульт пулма пултаракан пациентсен 90 ытла процентне паян профильлĕ медицина организацийĕсене кĕске вăхăтра илсе çитереççĕ. Çавна пула эпир, Раççей Федерацийĕпе танлаштарсан, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула вилессин пĕчĕк кăтартăвĕсене сыхласа хăваратпăр.

Граждансене – социаллă пулăшу

Чăваш Ен социаллă тĕллевлĕ патшалăх политикине тухăçлăн пурнăçлать. Çемьене тата ачасене социаллă пулăшу пама кăçал 8 млрд та 600 млн тенкĕ ытла пăхса хăварнă /çакă пĕлтĕрхинчен 7 процент ытларах/. Çемьесенче виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралсан /усрава илсен/ кашни уйăхра паракан тÿлеве 5 пинрен кая мар çемье илет, çак тÿлев валли кăçал 483 млн тенкĕ пăхса хăварнă. 2 пинрен кая мар çемье пĕрремĕш ача çуралсан е усрава илсен паракан пулăшăва тивĕçет. 2012 çулпа танлаштарсан, нумай ачаллă çемьесен йышĕ 52 процент ÿснĕ. Пилĕк е ытларах ачана – Раççей Федерацийĕн тивĕçлĕ гражданĕсене çуратса ÿстернĕ хĕрарăмсене кăçалтан тытăнса Чăваш патшалăх наградипе «Анне» мухтав паллипе чыслама йышăннă.

Этем капиталне хывнă питĕ пысăк инвестицисем

2025 çул тĕлне республикăра 29 шкул тумалла тата юсаса çĕнетмелле, çÿллĕ шайри пахалăх стандарчĕсене тивĕçтерекен 13,5 пине яхăн вĕренÿ вырăнĕ йĕркелемелле. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пуçарнă «Ăслăлăх – шкула» проект ăнăçлă пурнăçланать. 2018 çулта асăннă проект шайĕнче никĕсри шкулсене физика тата хими предмечĕсене вĕрентме çĕнĕ оборудованисемпе тивĕçтернĕ, кăçал никĕсри 15 шкулти биологи пÿлĕмĕсене çĕнĕ оборудованисемпе тивĕçтерме палăртнă. Черетлĕ утăм – вĕренÿ ресурсĕсен, çав шутра цифра вĕренĕвĕн ресурсĕсен навигаторĕ шутланакан çĕнĕ форматлă вĕренÿ порталне ĕçе кĕртни пулса тăрĕ. Ачасен ăс-хакăл тата пултарулăх вăйне аталантармалли «Кванториум» технопарк, цифра вĕренĕвĕн центрĕ, ял шкулĕсенчи гуманитарипе цифра профильлĕ вĕренÿ центрĕсем евĕр ятарлă вырăнсем туса хума федераци бюджетĕнчен 590 миллиона яхăн укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Пĕрлехи кластера – пултаруллă ачасене пулăшу паракан тата аталантаракан республика центрне туса хума вăхăт çитнине палăртрĕ Михаил Ингатьев. Вăтам професси пĕлĕвне аталантарма юлашки 5 çулта 7 миллиарда яхăн инвестици хывнă.

– Çакă вăл этем капиталне хывнă питĕ пысăк инвестицисем! Пирĕн пĕрлехи ĕçĕмĕр витĕмĕпе вĕренÿ заведенийĕсенчен ĕç паракансен чи çÿллĕ шайри требованийĕсене тивĕçтерекен специалистсем вĕренсе тухаççĕ. Чăваш Ен Вĕренÿ министерстви умне тĕллев лартатăп – çитес çулсенче техникумсенче тата колледжсенче вĕренсе тухнă чухне тытакан пĕтĕм экзамена пĕтĕм тĕнчери юхăмăн стандарчĕсем тăрăх кăтартуллă экзамен майĕпе йĕркелесе ирттермелле», – терĕ докладчик.

Театр çулĕ

2019 çула Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе Театр çулĕ тесе пĕлтернĕ. Çавна май ÿнер çурчĕсене çĕнĕ вăйпа аталантарма палăртаççĕ.

– Театрсем çĕршывăн урăх регионĕсене тухса çÿреме самаях пулăшу илеççĕ. Культура министерстви умне гастроль ĕçне аталантарма, хамăр республикăри кашни хулапа районта, кашни пысăк тата пĕчĕк ялта спектакльсем кăтартассине йĕркелеме тĕллев лартатăп, – палăртрĕ Михаил Васильевич.

Çырупа паллаштарнă май хулари тата ялти пурнăçа пĕр тан тăвасси, цифра экономики, хаçат-журнал, власть органĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕсен хутшăнăвĕ, коррупципе кĕрешесси, этем сывлăхне упрасси тата республика умĕнче тăракан ытти чылай çивĕч ыйтусем, малашне пурнăçламалли ĕçсем пирки каларĕ республика Пуçлăхĕ. Çак темăсем хаçатăн малашнехи кăларăмĕсенче тĕп вырăн йышăнĕç.

«Пирĕн пĕрлĕхĕмĕрĕн пултаруллă хăвачĕ, малашлăха шанчăклăн пăхни, чи лайăх ĕç тĕслĕхĕсемпе паха опыт çине таянни – пĕтĕм тĕллеве пурнăçа кĕртме, малалла ăнăçуллăн утăмлама май паракан çирĕп никĕс», – çак сăмахсемпе пĕтĕмлетрĕ Михаил Игнатьев Çырăва.

 

 

Çырăва хаклаççĕ

Николай МИЛЛИН, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ:

– Чăваш Ен Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ чăннипех те питĕ тĕплĕ те анлă пулчĕ. Ял хуçалăхĕпе промышленноçран пуçласа спорт таранах – мĕнпур ыйтăва çĕклерĕ, лару-тăрăва хакласа тĕллевсем палăртрĕ. Районсен ертÿçисем те çак Çыруран тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăваççех – тĕллевсем уçăмлă.

Ял хуçалăх пирки каласан, Чăваш Ен Пуçлăхĕ производствăна аталантарассипе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, аш-какай, сĕт туса илессипе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Уйрăм хушма хуçалăхсене аталантарасси пирки те чылай каларĕ. Çĕрсемпе тĕрĕс, тĕллевлĕ усă курас тĕлĕшпе пирĕн района лайăх енчен палăртса калани те кăмăллă.

Йăлари хытă каяша пуçтарас ыйту та паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ. 2019 çулта çак енĕпе пирĕн çине тăрса ĕçлемелле, çĕнĕ йĕркене вăя кĕртмелле. Çулталăк вĕçлениччен кашни ялта хытă каяшсене вăхăтлăх упрамалли площадкăсене вырнаçтармаллине палăртрĕ. Çак енĕпе эпир ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ. Пĕтĕм ĕçе йĕркелесе ярсан тавралăх тата та тирпейленсе илемленĕ.

Надежда УРКОВА, Елчĕкри тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ:

– Çыру республика аталанăвне витĕмлĕ тÿпе хывать. Сывлăх сыхлавĕнчи çитĕнÿсем курăмлă. Юлашки çулсенче çынсен пурăнас кун-çулĕн тăршшĕ ÿссе пыни кăмăла çĕклет, 2018 çулта вăл 73,5 çулпа танлашнă, 2024 çул тĕлне ăна 78 çула çитерме тĕллев лартни шанăç кÿрет.

Михаил Васильевич ачасем çамрăклах вилессипе çыхăннă кăтартусем пирки каланине хумханса итлерĕм. Ачасем тулаш сăлтавсенчен вилессине чакарас енĕпе пирĕн, чăн та, пурин те пĕр тĕвве пухăнса ăнăçлă ĕçлемелле. Çырура ĕçлес ÿсĕмри граждансен сывлăхне çирĕплетесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Çĕнĕ проектсем халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерме май парĕç.

Людмила ЗАЙЦЕВА, районти ветерансен канашĕн председателĕ:

– Çырура республикăн ÿсĕмĕсемпе малашнехи тĕллевĕсем уççăн курăнаççĕ. Патшалăх çирĕплĕхĕ çемьесем çирĕп пулнинчен килет тетпĕр. Çемьесене тата ачасене социаллă пулăшупа тивĕçтерес енĕпе 2019 çулта 8 миллиард та 600 миллион ытла укçа-тенкĕ уйăрма палăртнине пĕлтерчĕ республика Пуçлăхĕ. Çакă çемьесене тата та çирĕплетме май парĕ. 5 е ытларах ача çуратса çĕршыва тивĕçлĕ çитĕнтернĕ амăшĕсене патшалăх наградипе – Чăваш Республикин амăшĕн мухтавĕн паллипе чыслассине пурнăçа кĕртни те ырă пулăм.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code