Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Чăн-чăн ăсталăх кирлĕ

Чăн-чăн ăсталăх кирлĕ

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти библиотекăра кашни тăхтаврах ача-пăча хĕвĕшет.

Енчен те çÿлĕксем çинче хăвна кирлĕ литературăна тупма май пулмарĕ пулсан, ăна интернет уçлăхĕнчен çăмăллăнах тупса пама пулать. Вăрах вăхăт вуланă хыççăн, куç çивĕчлĕхне тата ывăннине ирттерсе ярас тĕлĕшпе, кунтах шашка тата шахмат вăййисене выляса киленме пулать.

Хăш-пĕр шкулсенче çак ăс-тăн вăййисене программăна кĕртни ачасене савăнтарать. Шашкăлла, шахматла выляни логикăллă шухăшлава ÿстерет, анализсем тума, тавра курăма анлăлатма пулăшать. Фигурăсене куçарнинче нимĕнле вăрттăнлăх та çук пек, анчах вăйăра кăткăс та хитре маневрсем, комбинацисем, этюдсем пула-пула пыраççĕ. Вылякан тематикăлла мелсен нумай енлĕхне тишкерет, кĕрешĕвĕн хăйне евĕрлĕ планĕсене палăртать, чылай малараххине курса хаклать, «тапăнассине» те «хÿтĕленессине» те лайăх йĕркелесе пыма хăнăхать. Шашка, шахмат вăййисенче чăн-чăн ăсталăх кирлине туйса вĕренекенсем тăхтавсенче библиотекăна васкаççĕ те.

Л.АДЮКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code