Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тимĕр вăййисене кăмăллакан пике

Тимĕр вăййисене кăмăллакан пике

Ĕнер Раççейри студентсем хăйсен кунне паллă турĕç. Пирĕн районтан тухнă студентсем çĕршыври тĕрлĕ хуласенче хăйсен пĕлĕвне ÿстереççĕ. Вĕренÿре пысăк ÿсĕмсем тăвакан çамрăксем хушшинче спортра палăракансем те сахаллăн мар. Вĕсенчен пĕри – Елчĕкре çуралса ÿснĕ Марина Антонова.

Галинăпа Юрий Антоновсен кĕçĕн хĕрĕ Марина ача-пăча чухнех «арçынккарах» пулнипе тĕлĕнтернĕ. Пуканепе вылясси интереслентермен ăна, техника енне туртăннă, çивĕчлĕхĕпе палăрнă. Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне вара йăрăскере ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ Олег Федоров асăрханă, хĕр ачана хăйĕн секцине çырăнма сĕннĕ. Нумай та вăхăт иртмен, Марина районти кире пуканĕ йăтассипе иртекен ăмăртусене хутшăнма пуçланă. Пĕрремĕш тупăшурах палăрайман-ха вăл, хăнăху, çак спортăн вăрттăнлăхĕсене вĕренмелле пулнă, иккĕмĕш ăмăртура вара çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

Марина 38 килограма çитичченхи хĕр ачасем хушшинче тупăшма пуçланă. Çулсем иртнĕçемĕн хăйĕн виçисенче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Хĕр ачана штанга йăтасси те илĕртнĕ. Çапла вара тимĕр вăййисен спорчĕ унăн тĕп хобби пулса тăнă. Хăйĕн виçинче штанга йăтассипе районта иртекен мĕнпур ăмăртăва хутшăннă. Пултаруллă, çамрăксемпе, ачасемпе пĕр чĕлхе тупакан Александр Портнов тренер хĕр ачана пур енлĕн хавхалантарса пынăран спортсменка районта кăна мар, ун тулашĕнче те палăрма тытăннă. Ку енĕпе çĕнсе илнĕ грамотăсемпе дипломсен шучĕ те çук. Вĕсене портфолиора тĕплĕн пуçтарса пырать. Кубоксемпе призсем хĕрĕн пÿлĕмĕнче сумлă вырăнта упранаççĕ.

Тăхăр класс пĕтерсен пултаруллă хĕр Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педагогика колледжне вĕренме кайнă. Кунта та вăл кире пуканĕ йăтакан секцине çырăннă. Шкулта чухнех пысăк ÿсĕмсем тунă студенткăна С.Белков тренер хапăлласах йышăннă. Халĕ вăл 16 килограмлă кире пуканне вылянтарать кăна. Колледж чысне хÿтĕлесе пĕлтĕр «Хыпар» хаçат призĕсене çĕнсе илес енĕпе иртнĕ регион шайĕнчи тупăшура палăрнă. Çавăн пекех Раççей шайĕнчи «Юность России» ăмăртура 53 килограма çитичченхи виçере пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă. Марина районти Акатуйра çулсеренех кире пуканĕ, штанга йăтассипе пĕрре мар çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.

Марина воспитатель пулма вĕренет. Спортпа туслă пулнисĕр пуçне вĕренÿре те пысăк ÿсĕмсем тăвать вăл.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: М.Антонова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code