Воскресенье, 6 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Сыхлăх ытлашши мар

Сыхлăх ытлашши мар

Терроризм пирки час-часах калаçатпăр. Инкекрен сыхланни ялан кирлĕ.

Ку темăна хаçатра та тăтăшах çутататпăр. Халăха асăрхаттарни нихăçан та ытлашши пулас çук. Енчен те урамра, пĕр-пĕр предприятинче е организацинче хуçасăр сумка е тĕркев, пăралуклă е шнурлă япаласене асăрхасан тÿрех полици пайне, учреждени е организаци ертÿçине пĕлтермелле. Асăрханă япалана алăпа тытма, вырăнтан вырăна куçарма, пăрахма, çĕре чавса чикме, пăралуксене татма юрамасть. Çакăн пирки иртен-çÿрене те пĕлтермелле.

А.АЛЕКСЕЕВ,
полицин районти пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code