Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Журналистсем уявра

Журналистсем уявра

Февралĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарти Чăваш патшалăх вырăс драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалласа йĕркеленĕ савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта «Елчĕк ен» хаçатăн журналисчĕсем те хутшăнчĕç.

Редакторсене, журналистсене, хаçат-журнал тата кĕнеке кăларакансене, полиграфистсене, пичет ветеранĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова, Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Маловпа Леонид Черкесов, Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Валерий Комиссаров тата ыттисем те саламларĕç. Республика Пуçлăхĕ хыпарсене вăхăтлă тата професси тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайра çутатса пынăшăн журналистсене тав тунă май ăнăçусемпе çитĕнÿсем сунчĕ, вĕсен ĕçĕ халăхшăн пархатарлă пулнине палăртрĕ:

– Юлашки вăхăтра тĕрлĕ информаци каналĕ вăй илсе пырать. Профессионалсем хăйсен пĕлтерĕшне çухатманни куç кĕретех, çынсем куллен тухса тăракан хаçат-журналсене юратни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Пресса кирек хăш вăхăтра та общество шухăшлавне йĕркелемелли чи пĕлтерĕшлĕ инструментсенчен пĕри пулса тăрать. Хальхи ĕмĕрте, информатизаци çыннăн пурнăç тивĕçтерĕвĕн пĕтĕм сферине питĕ пысăк хăвăртлăхпа кĕрсе пынă тапхăрта, массăллă информаци хатĕрĕсен общество аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕ татах та ÿсет.

Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе доклад туса пачĕ, ĕç кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăнă май массăллă информаци хатĕрĕсенче, кĕнеке кăларас тата полиграфи ĕçĕнче тунă çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ.

Пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă пичет ĕçченĕсене патшалăх наградисемпе, РФ Патшалăх Думин депутачĕсен Тав çырăвĕсемпе, Çемен Элкер, Николай Никольский, Леонид Ильин ячĕллĕ журналистсен премийĕсемпе тата ытти тĕрлĕ наградăпа чысларĕç.

Наградăсене тивĕçнисен хушшинче хамăрăн ентешсем пурри хавхалантарчĕ. Пичет ветеранĕ Анатолий Тимофеев, «Хыпар» хаçатăн кăларăмсемшĕн яваплă редакторĕ Федор Чернов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне, асăннă хаçат корреспонденчĕ Ирина Клементьева Леонид Ильин ячĕллĕ премине тивĕçрĕç. Саламлатпăр ĕçтешĕмĕрсене!

Уява хаваслă концерт программи илем кÿчĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code