Воскресенье, 24 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче

Ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче

Кÿлпуçĕнче пурăнакан Александра Владимировна Анисимовăна пиччĕшĕн ачисем уйрăмах хисеплесе «аппа» тесе чĕнеççĕ. Малтан ашшĕ – Гавриил, унтан амăшĕ – Лида çамрăклах чирлесе вилнĕ хыççăн тăватă ача тăлăха тăрса юлнă. Чи кĕçĕнни, Валера, сакăр çулта пулнă. Ыттисем те шкул çулĕнчи ачасем. Çăмăл пулман Александра Анисимовăна ачисене пăхса ÿстерме. Йывăрлăх – вĕсене апат пĕçерсе çитерни, тумлантарни мар, пысăк хуйхă чĕрене ыраттарнинче. Малтан пиччĕшĕ, ун хыççăн инкĕшĕ, кайран амăшĕ вилни унăн чун-чĕрине йывăр амантнă, паллах.

– Йĕре-йĕре куçра куççулĕ юлмарĕ. Епле пулсан та ачасене çын тумалла, ура çине тăратмалла, хам çинчен шухăшлама вăхăт та пулман, – тенĕччĕ вăл ун чухне. Александра Владимировна тивĕçлĕ канăва тухичченех Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ял советĕнче секретарь пулса ĕçлерĕ. Яваплă ĕçре тимлекенскер, вăхăчĕ епле тăкăс пулсан та ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенчен те юлса курман. Пухусенче шăллĕн ачисене мухтанине пĕрре анчах мар итлеме тÿр килнĕ унăн. Ун чухне эпĕ Хăвăлçырмари 8 çул вĕренмелли шкулта ĕçленĕ май вĕсем çинчен ырăпа аса илсе калаçнине нумай илтнĕ.

– Анисимовсен ашшĕ те, амăшĕ те çук, апла пулин те яланах йĕркеллĕ, лайăх вĕренеççĕ, дисциплинăна пăсмаççĕ, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ, – тетчĕç учительсем. Вĕрентекен пулнă май эпĕ вĕсен пурнăçне сăнаса тăраттăм, кирлĕ вăхăтра пулăшаттăм та.

Александра Владимировна пиччĕшĕн ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерчĕ. Хальхи вăхăтра ывăлĕсем Шупашкарта пурăнаççĕ. Асли – Николай – водитель, мăшăрĕ – учитель, хулари 10-мĕш шкулта директор çумĕ пулса тăрăшать. Юлия Елисеевна пархатарлă ĕçĕшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Валерăн арăмĕ – Лариса Валерьевна та çав шкултах ĕçлет. Икĕ кинтеш тăрăшса ĕçлеççĕ. Валера хăй – предприниматель. Полина хĕрĕ Анатри Тимеш ялне, Сергей Петрова качча тухнă. Вĕсем хăйсен фермер хуçалăхне йĕркелесе пыраççĕ, ĕçченлĕхне пула ура çинче çирĕп тăраççĕ. Володя – водитель, унăн мăшăрĕ – Светлана – риэлтор. Вĕсем пурте пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнаççĕ. Аппăшĕ вара вĕсемпе савăнать, пурне те пĕр пек юратать, куç тĕлне тăвать. Хăйсем те ун патне яла час-часах пырса çÿреççĕ, пулăшаççĕ. Шура тăлăха юлнă ачасене ÿстерессишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшни сая кайман, пиччĕшĕн тĕпренчĕкĕсем пурте ура çинче çирĕп тăраççĕ, килĕштерсе пурăнаççĕ, ачасем çитĕнтереççĕ, çын çинче ята ямаççĕ. Иртнĕ çул ачисем пурте пĕрле хутшăнса ялта кермен пек çурт хăпартса лартрĕç. Шалта кашни çемьен уйрăм темиçе пÿлĕм. Илемлĕ сĕтел-пукан, кавирсем куçа илĕртеççĕ.

Лида аппан йăмăкĕ Лена аппа та çамрăклах чирлесе вилчĕ. Марче аппа /ашшĕн аппăшĕ/ тăлăха юлнă пилĕк ачашăн амăшĕ вырăнне тăрса юлчĕ. Ачисем ÿснĕ вăхăтра уншăн та канлĕх пулмарĕ, хуйхи-суйхи тупăнсах тăчĕ: Наташа хĕрĕ чирлесе вилчĕ. Ытти ачисем: Станислав, Алина, Петр, Светлана хальхи вăхăтра Шупашкарта тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пурăнаççĕ. Алина садикри воспитатель, амăшĕ пекех çепĕç чĕлхеллĕ, çавăншăн ăна ачасен ашшĕ-амăшĕ хисеплет. Петя предприниматель ĕçне парăннă. Марче аппа хăй вилчĕ. Пироговсен аслă ывăлĕ Станислав кооператив институтĕнчен вĕренсе тухнă, суйласа илнĕ специальноçĕпех ĕçлет. Унăн мăшăрĕ – Ольга суту-илÿ предприятийĕнче директор çумĕ пулса тăрăшать. Вĕсем икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, ашшĕ-амăшĕ пекех пултаруллă. Аслă хĕрĕ Лена Мускаври Менделеев ячĕллĕ химипе технологи университетне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ. Халĕ вăл квалификациллĕ инженер-технолог. Тепĕр хĕрĕ – Лиза, вăл Новгород хулинчи Лобачевский ячĕллĕ туризмпа сервис университетне кăçал вĕренсе пĕтерет.

«Мĕн акатăн, çав шăтать», – теççĕ халăхра. Людмила Сергеевнăпа Гавриил Владимирович Анисимовсем тата Елена Сергеевнăпа Николай Семенович Пироговсем лайăх вăрлăх акса хăйсем хыççăн ырă йĕр хăварнă. Ачисем ĕçчен, тăрăшуллă, кăмăллă çынсем.

Аппăшĕсене, Александра Владимировнăпа Мария Семеновнăна, качча кайса çемье çавăрма Турă пÿрмен пулмалла. Ун вырăнне вĕсем пĕр тăванĕсен тăлăха юлнă ачисене тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕ. Анисимовсен те, Пироговсен те ачисем пурнăç çулĕпе тĕрĕс утаççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕ вырăнне пулнă аппăшĕсене чунтан тав тăваççĕ, чĕререн хисеплеççĕ. Аппăшĕсем, чăннипех, юратăва, хисепе тивĕçлĕ.

Г.КАРСАКОВА,
РФ пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, чи лайăх учительсен Раççейри конкурсĕн çĕнтерÿçи.
Шупашкар хули.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code