Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Мал ĕмĕтлĕ вĕренекенсем

Мал ĕмĕтлĕ вĕренекенсем

Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Денис Михеевпа Алина Гималетдинова кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăраççĕ.

Шкулти чи пултаруллă ачасем 11-мĕш класра вĕренеççĕ.

– Пирĕн класра сакăр вĕренекен. Пурте вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ, – теççĕ вĕсем хăйсен туслă класĕ пирки.

Денисăн дневникĕнче пĕр «4» паллă, ыттисем – «5». Алина вара «5» паллăпа кăна вĕренет. Стипендиатсем вĕренÿре кăна мар, спортра та пысăк ÿсĕмсемпе палăраççĕ. Денис ОБЖ, физкультура предмечĕсемпе район шайĕнче иртекен олимпиадăсене хутшăнать. Уйрăмах ирĕклĕ майпа кĕрешессине, футбол вăййине кăмăллать. Çавăн пекех наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнать.

Алинăн çитĕнĕвĕсем уйрăмах курăмлă. Вăл вырăс чĕлхипе, литературипе Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн муниципалитет шайĕнчи тапхăрĕнче кăçал малти вырăнсене йышăнчĕ. Литературăпа регион шайĕнче тупăшрĕ. «Ровесник» общество пĕрлешĕвĕн лидерĕ «Зарница» çарпа спорт вăййинчи ăмăртусенче те пĕрре мар палăрнă. Çавăн пекех çулсерен çамрăк армеецсен хушшинче иртекен Шупашкарти ăмăртусене хутшăнать. Класс старости те.

Дениспа Алина шкулта иртекен мероприятисене те ертсе пыраççĕ. Хăй тытăмлăх кунĕнче вара Алина – директор, Денис — директор çумĕ.

Мал ĕмĕтлĕ выпускниксен тĕп тĕллевĕ – ППЭ йĕркеллĕ тытса аслă шкулсене вĕренме кĕресси.

В.КИРИЛЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Д.Михеевпа А.Гималетдинова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code