Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçлĕ хутшăнусем

Ĕçлĕ хутшăнусем

Февралĕн 13-15-мĕшĕсенче Сочири Олимп паркĕн медиацентрĕнче инвестици форумĕ иртнĕ. Ăна РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ертсе пынă.

Форума Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăннă. Михаил Игнатьев «Электросетьсен комплексне аталантарасси» ыйтупа иртнĕ «çавра сĕтеле» хутшăннă. Вăл энергетика темине кăçалхи апрель уйăхĕнче Шупашкарта иртекен «Релавэкспо» конференцире малалла тăсма сĕннĕ.

Форум вăхăтĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕ «Ăсталăх тата ăнăçу» вĕренÿ фончĕпе хутшăнса ĕçлемешкĕн килĕшÿ тунă. Вăл пирĕн республикăра Пултаруллă ачасене тупса палăртакан тата вĕсене пулăшакан регион центрĕ йĕркелеме май парĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Кабардин-Балкар Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Казбек Коковпа тĕл пулнă, 2019-2024 çулсенче хутшăнса ĕçлес тĕлĕшпе пĕлтĕр тунă килĕшĕве пурнăçа кĕртмелли мероприятисен планне алă пусса çирĕплетнĕ.

Сочирех Михаил Игнатьев «Химпром» акционерсен обществин директорĕсен канашĕн председателĕпе Ярослав Кузнецовпа хутшăнса ĕçлесси çинчен килĕшÿ тунă. Документра палăртнă тăрăх – Çĕнĕ Шупашкарти хими заводĕнче водород йÿçекĕ кăларакан çĕнĕ производство хута каймалла.

Форумра «Сывă пурнăç – общество аталанăвĕн никĕсĕ» сесси иртнĕ. Унта çыннăн пурнăç ÿсĕмне вăрăмлатаси тата аслă ăрурисен пурнăçне лайăхлатасси çинчен калаçнă.

Сочири форумра Чăваш Ен ушкăнĕ тĕрлĕ енлĕ чылай дискуссисене хутшăннă, ĕçлĕ тĕл пулусем ирттернĕ, куравсемпе паллашнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code