Кÿлпуç ялĕнче пурăннă Николай Сазоновшăн салтак пурнăçĕ 8 çулпа танлашнă – 1938 çулта пуçланнă та 1949 çулта вĕçленнĕ. Яшлăхĕ вăрçă хирĕнче юлнă унăн.
1939 çулта стрелоксен 96-мĕш полкĕнче Н.Сазонов связист-телефонист Хĕвел анăç Украинăна Польша панĕсен пусмăрĕнчен хăтарма хутшăннă. Çакăнтах Тăван çĕршывăн аслă вăрçин малтанхи вут-çулăмне туйнă. Фашистсен лайăх хĕç-пăшалланнă çарĕсем хĕснипе çунакан ялсемпе хуласене хăварса пирĕн чаçсем хĕвел тухăç енне чакнă. Владимир-Волынский, Коростень, Чернигов, Курск… хулисем хыçа юлнă. Чернигов хули патĕнче Николай Николаевич пĕрремĕш хут аманнă. Госпитальте сывалнă хыççăн каллех фронта кайнă. Иккĕмĕш хут Дон юхан шывĕ хĕрринче плацдарма хÿтĕленĕ чух аманать. Сипленнĕ хыççăн ăна танксене хирĕç кĕрешекен уйрăм бригадăна яраççĕ. Нумай çапăçусенче чапа тухнă çак гварди чаçĕнче управлени взвочĕн телефонисчĕ пулса вăрçă вĕçленичченех çапăçать вăл.
Курск пĕккинчи хаяр çапăçусем вăхăтĕнче çыхăнăва лайăх тытса тăнăшăн Н.Сазонов сержанта «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă. Бригадăн сăнав пункчĕпе полксем хушшинчи çыхăнăва татас мар тесе 16 килограмлă катушкăна çурăм хыçне çакса тăшман пĕр чарăнми персе тăнине пăхмасăр чылай хут линие юсама тивнĕ унăн.
Курск патĕнчи çĕнтерÿ хыççăн пирĕн салтаксем фашистсене пĕр чарăнмасăр хăваласа Днепр юхан шывĕ çинче çирĕпленсе ларма пултарнă.
– Пирĕн бригада Днепр хĕррине сентябрĕн 12-мĕшĕнче тухрĕ. Çав кунах юхан шыв урлă каçма пуçларăмăр. Фашистсем тупăсенчен, минометсенчен пĕр вĕçĕмсĕр çунтарса тăчĕç, авиацийĕ пĕр чарăнмасăр бомбăсем тăкрĕ. Сахал мар салтак вилчĕ. Хамăн çывăх юлташăм Иван Кулаков ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупрĕ кунта. Днепрăн сылтăм çыранне каçса пехота йышăннă плацдарма анлăлатрăмăр, çирĕплетрĕмĕр. Часах Украинăн тĕп хулине Киева ирĕке кăлартăмăр. 1943 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче Мускав салтаксен çĕнтерĕвне чысласа чаплă салют пачĕ. Çапăçури паттăрлăхшăн мана Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ парса чысларĕç…, – аса илнĕ фронтовик каярах.
1944-1945 çулсенче 1-мĕш Украина фрончĕн çĕнтерÿллĕ операцийĕсене чылай хутшăннă гварди салтакĕ. Польша çĕрĕ урлă Германи çĕрĕ çине кĕнĕ, апрелĕн 19-25-мĕшĕсенче Берлин операцийĕ пуçланнă. Çак хулашăн пынă çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн ăна çар командованийĕ «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе наградăланă.
1945 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче Эльба шывĕ çинче американецсемпе тĕл пулнă пирĕн салтаксем, вĕсен йышĕнче Н.Сазонов та пулнă. Иккĕмĕш хут «Хăюлăхшăн» медале Прагăна ирĕке кăларнăшăн тивĕçнĕ ентешĕмĕр. «Прагăна ирĕке кăларнăшăн» медале вара килне таврăнсан Елчĕк районĕн çар комиссариатĕнче çакса янă.
Ашшĕн таса тивĕçне тăсаканĕ – унăн ывăлĕ Владимир пулнă. Салтак тивĕçне Совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче танкист пулса пурнăçланă вăл. Владимир Николаевич çартан таврăнсан ĕмĕрне механизаторта тăрăшса ирттернĕ. «Районти чи лайăх механизатор», «9-мĕш пилĕкçуллăх ударникĕ» ятсене, СССР Ял хуçалăх министерствин «Социализмла ăмăртăвăн çĕнтерÿçи» кăкăр çине çакмалли паллăна, III степень Ĕç Мухтавĕн орденне тÿрĕ те таса кăмăллă ĕçĕпе çĕнсе илнĕ вăл.
Е.ГЕННАДЬЕВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Николай Сазонов.