Райадминистрацин ларусен пысăк залĕнче районти террора хирĕçле комиссин ларăвĕ пулса иртнĕ. Ăна комисси председателĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынă.
Чи малтанах райадминистрацин ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин сăмах илнĕ. Вăл республикăри тата районти террора хирĕçле комиссисен йышăнăвĕсене тивĕçлĕ пурнăçлассине йĕркелес ыйтăва хускатнă.
Районти полици пайĕн начальникĕ Алексей Алексеев террорла акт пуласси, пĕр-пĕр вырăна взрыв хатĕрĕ хуни пирки пĕлтерекен ултавлă шăнкăравсемпе çыхăннă ыйту çинче чарăнса тăнă. Чăваш Енре уголовлă кодексăн 207 статйипе хаклакан çак преступление 2015 çулта 7 шута илнĕ, 2016 çулта – 6, 2017 çулта вара – 24. Пĕлтĕр çакăн евĕр 11 преступление регистрациленĕ. Çакнашкал утăма тунин сăлтавĕ тĕрлĕ: çапла майпа пĕлĕшĕсене е тăванĕсене тавăраççĕ, ятарлă службăсен хатĕрлĕхне «тĕрĕслеççĕ» е пĕр сăлтавсăр шăнкăравласа «шÿтлеççĕ». Ытларах чухне ниçта та ĕçлемен çынсем е ÿсĕрсем. Пĕр тĕслĕхре çын психика тĕлĕшĕнчен сывă мар пулни палăрнă. «Шÿтсем» мĕн хака кайса ларнине тавçăрма анчах пулать. Иртнĕ çул республикăра «Бомба хунă» объектсенчи çынсене 13 хут эвакуацилеме тивнĕ. Полицие, ытти службăна хăйсен тĕп ĕçĕнчен пăрни пинпе мар, миллионсемпе хакламалли сиен. Ларура шăпах çакăн евĕр шăнкăравсен сăлтавĕсене пĕтерессипе çыхăннă ыйтăва çивĕч хускатнă. Ку енĕпе шкулсенче аслă классенче вĕренекенсен хушшинче, ял халăхĕпе ăнлантару ĕçĕсем пурнăçламаллине палăртнă.
Террорла акт пуласси, сирпĕнекен хатĕр хуни е халăха пысăк хăрушлăха кĕртсе ÿкерме пултаракан ытти ĕç-хĕл пирки пĕлтерекен ултавлă «шÿтшĕн» тивекен айăплав çирĕп: штраф виçи 700 пин тенкĕрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран, е 6 çултан пуçласа 10 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.
Ларăва хутшăннисем «Санар» супермаркетпа Суту-илÿ комплексне ушкăнлас тата паспортизацилес ыйтăва тишкернĕ, ытти темăсене те хускатнă.
Е.ГЕННАДЬЕВА.