Зарядка тăватпăр
Эпир ирсерен.
Вăй-халлă та паттăр
Пулма пĕчĕкрен.
«Чебурашка» ача садĕнче спорт уявĕ иртрĕ. «Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье» ăмăртăва Никифоровсемпе Ивановсен çемйисем хутшăнчĕç. Илĕртÿллĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ залра. Эстафетăсем хушшинче шăпăрлансем хаваслă ташă ретне тăчĕç.
Çемье кашнийĕн пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнать. Паянхи ачасем – çĕршыв пуласлăхĕ. Вĕсене тĕрлĕ енчен ăслă-тăнлă, ырă та сывă пăхса ÿстересси пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри. Çавăнпа та ачасемпе ашшĕ-амăшĕ валли тĕрлĕ конкурссем ирттересси те çирĕп йăлана кĕнĕ. Ача-пăчан пĕтĕм пурнăçĕ – вăйă-кулăра. Уявра ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ чупрĕ, сикрĕ, пĕтĕм вăйне парса ăмăртрĕ. Аслисем тăван тĕпренчĕкĕсене юратни, вĕсемшĕн чунне парса тăрăшни тÿрех сисĕнчĕ.
Маттур та тăрăшуллă, спортпа туслă çемьесем грамотăсемпе пĕчĕк парнесене тивĕçрĕç.
Ф.ПЕТРОВА,
воспитатель.
Сăн ÿкерчĕкре: зарядкăра.