Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçне чунтан парăннă

Ĕçне чунтан парăннă

Елчĕкри 40-мĕш аптека администрацийĕ çын уйрăмах нумай пулакан вырăнсенче – тĕп больницăра тата автовокзалта хушма аптека пункчĕсене йĕркеленине районта пурăнакансем ырласа калаçнине нумай хут илтме тÿр килнĕ.

Автовокзалти аптека пунктне ертсе пыма Лидия Макова фармацевта шанса панă. 30 çула яхăн çак профессире тимлесе пысăк ăсталăх пухнă, аслă квалификацие те тивĕçлĕ пулнă Лидия Григорьевнăна хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнĕшĕн, эмел туянма пыракансене яланах тараватлă та ăшă кăмăлпа йышăннăшăн, кирлĕ пулсан, тĕрĕс сĕнÿ-канаш пама пултарнăшăн нумайăшĕ тав тăваççĕ. Пит-куçĕ ялан йăлтăр кулăпа çиçет, çак ăшăлăх вара, чăннипех, унăн чун-чĕринче…

Сăн ÿкерчĕкре: Лидия Макова фармацевт.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code