Çуркунне çитнĕ май чун-чĕре савăнăçпа тулать, кăмăл-туйăм çĕкленет. Пуш уйăхĕнчи ăшă хĕвелпе пĕрлех чаплă уяв – Мартăн 8-мĕшĕ çитет. Хĕрарăм – кил-çурт ăшшине упраканĕ, илемлĕхе пурнăçа кĕртекенĕ тата çĕкленÿллĕ кăмăл çăлкуçĕ. Чăвашстат уяв тĕлне республикăри хĕрарăмсен кĕске статистикин портретне хатĕрленĕ.
2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 655 пин хĕрарăм пурăннă. Вăл шутран хуларисем – 424 пин, ялтисем – 231 пин. Хĕрарăмсен вăтам ÿсĕмĕ 42 çулпа танлашнă. Хулара пурăнакан хĕрарăмсен вăтам ÿсĕмĕ 40 çул пулсан, ялта пурăнакансем аслăрах – 46 çул. Республикăра 1000 арçынна 1138 хĕрарăм «тивĕçет».
Ĕç вырăнĕсене суйлавлăн тĕпченĕ тăрăх, 2018 çулта 283 пин хĕрарăм пурнăçне экономикăпа çыхăнтарнă. Хĕрарăмсем хушшинчи ĕçсĕрлĕх шайĕ 4,9 процентпа танлашнă.
Юратнă çыннăмăрсене мĕн парнелесси – чăн-чăн искусство. Мĕн савăнтарать-ха вĕсене; Çĕвĕ машини, парфюм, алла çыхмалли сехет, планшетлă компьютер, сунчăк, перчетке… Паллах, чечек çыххи пысăк савăнăç кÿрĕ.