Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Сас пачĕ чĕрĕ чун»

«Сас пачĕ чĕрĕ чун»

Елчĕкри тĕп библиотекăра «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕн çырусемпе ĕçлекен редакторĕн Валентина Кириллован «Сас пачĕ чĕрĕ чун» кĕнекин тишкерĕвĕ иртрĕ.

Ĕçтешĕмĕрĕн черетлĕ кĕнекине хаклама райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçи Зарема Князева, районти сумлă вулакансем, пĕрле ĕçлекенсем, вулавăш ĕçченĕсем тата Анатолий Тимофеевпа Иван Иноходов пичет ветеранĕсем хутшăнчĕç. Пысăк хак пачĕç çĕнĕ кĕнекене тишкерме пуçтарăннисем, унăн авторне нумай ырă сăмах каларĕç.

Валентина Алексеевна маларах чылай çул çырнă калавĕсене пухса икĕ кĕнеке кăларнăччĕ: «Савăнăç куççулĕ», «Сиплев утравĕ» кĕнекесене вулакансем хапăлласа йышăнчĕç. Çĕнĕ хайлавсен пуххине те халăх юратса вуласса шанса тăратпăр.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code