Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юмах сапăрлăха хăнăхтарать

Юмах сапăрлăха хăнăхтарать

Пирĕн асаттесемпе асаннесем тăван халăх пурнăçĕн илемне, ăс-хакăлне, сăпайлăхне, ĕçченлĕхне ăруран ăрăва çитересшĕн тăрăшнă.

Чăваш халăхĕ мĕн авалтан ачисене те тĕрлĕ мелпе ĕçченлĕхе хăнăхтарнă. Чи витĕмлĕ мел – юмах урлă вĕрентнĕ ăсталăх. Апла пулсан чăваш юмахĕн пĕлтерĕшĕ те пысăк. Юмах пулăшнипе ачасене мĕн пĕчĕкрен Тăван çĕршыва юратма, илемлĕхе туйма, пĕр-пĕринпе туслă та килĕштерсе пурăнма, ырă та сапăр, сăпайлă пулма хăнăхтаратпăр. Çак майпа вĕсен пĕлĕвне, ăнлавĕпе тавра курăмне аталантаратпăр.

Паян телевиденипе кунсерен ятлаçупа тарăхăва, пÿтсĕрлĕхе сăнарлакан ÿкерчĕксене ытларах курма пулать. Çакна шута илсех пулĕ вĕрентÿ ĕçĕнче пулса иртекен улшăнусем те, вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕ те, пурнăç таппи те пире çĕнĕлĕхсемпе усă курса ĕçлеме хистет. Кăçал Театр çулталăкĕ пулнине тĕпе хурса эпир, Елчĕкри «Шевле» ача сачĕн воспитателĕсем, ачасемпе тĕрлĕ юмахсене тишкерсе вĕсене выляса кăтартасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр. Нумаях пулмасть вăтам ушкăна çÿрекен ачасем Корней Чуковский çырнă «Муха-Цокотуха» юмаха выляса илемлĕ кану каçĕ туса пама пултарчĕç. Аслă ушкăна çÿрекенсем вара чăваш халăхĕн «Пукане» юмахне выляса хăйсем чăннипех те пултаруллă пулнине кăтартрĕç.

Н.АРХИЛИНА.
О.КАЗНАЧЕЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code