Производствăри ĕç-хĕле малашлăхра тата ăнăçлăрах, тухăçлăрах йĕркелес тĕллевпе районта пуçласа хресчен /фермер/ хуçалăхĕ, çемье фермисем йĕркелекенсене пулăшу паракан программăсем ĕçлеме тытăннăранпа 17 çынна хресчен /фермер/ хуçалăхĕ, 3 çынна çемье фермисем йĕркелеме патшалăхран 51 миллион тенкĕ, çав шутран 2018 çулта 6 миллион тенкĕ уйăрнă.
Çавăн пекех иртнĕ çул районта 52 млн та 200 пин тенкĕлĕх инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ, пурĕ 16 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Кăçал инвестици проекчĕсене пурĕ 54 млн тенкĕлĕх /«АСК-Яльчики» ОООра çĕрулми вăрлăхне ÿстермелли теплица, «Яманчурино» ОООра çĕнĕ пысăк вите, «Комбайн» ЯХПКра 150 пуç вырнаçакан пăру вити, Борис Головин хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче тĕш тырă сортлакан комплекс/ пурнăçламалла. Асăннă инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртни çĕнĕ 35 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парĕ.
Унсăр пуçне, иртнĕ çул районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем 61 единица, пурĕ 84 миллион та 100 пин тенкĕлĕх, ял хуçалăх техники туяннă.