Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Туслăх» палăрнă

«Туслăх» палăрнă

Патреккелти хоккей площадкинче вара вăтам ушкăнрисем — 2011-2012 çулсенче çуралнă ачасем округра чи вăйлисем пулассишĕн вăй виçнĕ.

Унта пĕтĕмпе тăватă команда тупăшнă: «Туслăх» (Патреккел тата Аслă Елчĕк шкулĕ), «Яманчỹрел», «Лаш Таяпа», «Елчĕк». Турнирăн пĕтĕмлетỹ таблицине те çак йĕркепех çырăннă вĕсем. Илья Скворцов («Чи лайăх тапăнса вылякан»), Николай Васильев («Чи лайăх хỹтĕлевçĕ»), Иван Тунгулов («Чи лайăх вратарь») номинацисенче палăрнă.

Ĕнер асăннă ушкăнри ăста хоккеистсем округ чысне республикăри ăмăртăвăн 1-мĕш тапхăрĕнчи вăйăсенче хỹтĕленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code