Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «ГТО — халăх вăййи»

«ГТО — халăх вăййи»

Кăçалхи январĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 20-мĕшĕччен Раççейре пĕрремĕш хут «ГТО — халăх вăййи» ăмăрту ирттереççĕ.

Онлайн мелпе йĕркелекен мероприятие кашниех хутшăнма пултарать. Чи кирли — харпăр хăй категорийĕнчи çын пурнăçланă упражненине тата кăтартнă вăхăтне httpsỹỹnarodnye gto.com.ruỹ сайта видео ỹкерсе ярса памалла.

Кашни ỹсĕмри призерсем хушшинче приз выляттараççĕ. Çавăн пекех мала тухнисене проект партнерĕсем медальсемпе, дипломсемпе, асăнмалăх парнесемпе палăртĕç.

Проекта хутшăнакансенчен февралĕн 5-мĕшĕччен заявкăсем йышăнаççĕ. Кăтартусене февралĕн 20-мĕшĕччен пĕлтерĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code