Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăмлана тĕрĕслекен лаборатори уçăлнă

Хăмлана тĕрĕслекен лаборатори уçăлнă

Çĕнĕ çул умĕн Чăваш патшалăх аграри университетĕнче «Чăваш Ен — хăмла производствин центрĕ» компетенци центрĕ, урăхла каласан, пысăк технологиллĕ лаборатори уçăлнă. Çакă хăмла производствине аталантарас ĕçре кирлĕ тĕпчевсем тума май памалла.

2022 çулта Чăваш патшалăх аграри университетне хăмла çитĕнтерессине аталантарма Чăваш Ен бюджетĕнчен 30,8 миллион тенкĕ уйăрнă. Унпа лаборатори тума, хăмла калчи (маточник), техника туянма пултарнă. Лабораторие тĕпчев ĕçĕсем ирттерме кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Халĕ центрта хăмлана специфика тата стандарт ыйтнипе килĕшỹллĕн пур кăтарту тăрăх тĕпчеççĕ.

Хальхи оборудовани пулăшнипе ĕçченсем лартмалли материалăн ДНКне уйăрма, унтан ăна тĕпчесе пĕлме пултараççĕ. Çак ĕçе Раççейри хăмла плантацийĕсенче пахалăхлă та таса культура çитĕнтерессишĕн пурнăçлаççĕ.

Тест-системăсем хăмлан анлă сарăлнă 9 вирусĕ тата бактери чирĕсем пуррине палăртма май параççĕ. Пĕр молекулăра кăна фитопатологи пулсан та система сигнал парать. Пĕр вăхăтрах масштаблă тĕслĕх илсе хăмла таса е чирлĕ пулнине 47 партипе тĕрĕслеме пулать. Çапла майпа çитес икĕ çулта Чăваш Ен организацийĕсенче хăмла калчине апробацилес ĕçе йĕркелеме, илнĕ праймерсене тĕпе хурса сăра сутакан хăмла сорчĕсен генетика паспорчĕсене хатĕрлеме, çавăн пекех хăмла пучахĕсене газ хроматографийĕ меслечĕпе палăртакан лабораторин аккредитацине анлăлатма шухăшлаççĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: хăмла çитĕнтерекенсене те патшалăх пулăшу кỹрет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code