Сенкер экран çинче ятарлă çар операцийĕ пыракан территорири лару-тăрăва кăтартсан пилотсăр вĕçекен аппаратсем тĕп «рольте» пулнине ăнланса илетĕн. Ахальтен мар пулĕ çав унти хирĕç тăрăва «дронсен вăрçи» тесе çирĕплетеççĕ.

Тỹскел ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Чернов дрон тĕлĕшĕпе хăйне специалист теме те пултарать пулĕ. Белгород облаçĕнче иртнĕ хатĕрленỹ тапхăрĕнче 35 çынна вĕрентнĕ унпа ĕçлеме. Халĕ ăна вăл пуçтарать, кирлех пулсан юсать, çапăçура усă курать.
Н.Чернов аслă матрос тăракан разведка подразделенине тăшман Курск облаçĕн территорине пырса кĕрсен 9 кунтан унта ăсатнă.
Дрон «хуçине» аппарат пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăмăр.
— Çарсен вырнаçăвне илсен, чи малта — штурмовиксем, вара эпир, — пуçларĕ сăмахне салтак. — Дронсем тĕрлĕ калăпăшлисем. Задание пурнăçласа каялла «таврăнаканнисем» тата пĕр енне çеç вĕçсе тăшман объектне хăйĕнпе тĕп тăваканнисем. Эпĕ иккĕмĕшĕпе, урăхла каласан, камикадзепе, ĕçлетĕп. Чылай чухне пĕчĕк экранпа усă кураççĕ пулсан, пирĕн тĕслĕхре наводчик ятарлă хура куçлăхпа йĕркелет. Пилĕк килограмлă снарядпа дрона атакăна, çав вăхăтрах юлашки вĕçеве ăсататăп. 20 километра çити кайма пултарать вăл. Кирек мĕнле объекта, танк-и, броньăллă машина-и, ним те мар сирпĕнтерет. Тĕп тунă чи пысăк объект çар хатĕрĕсен склачĕ пулнăччĕ. Камикадзепе тăшманăн дронне те ятарласа çапăнтаратпăр. Пĕр талăкра 40 ытла вĕçев йĕркелетпĕр. Чылай чухне ăнăçупа вĕçленет вăл. Çумăр вăхăтĕнче канатпăр темелле — дронсем вĕçмеççĕ…
Николай Елчĕкри вăтам шкула пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электроэнергетика факультетне вĕренме кĕнĕ. Çапах та диплом илес çула кĕтсе тăман вăл — çар тумне тăхăннă: 2019-2020 çулсенче Калининград облаçĕнчи Балтийск хулинче Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнă. Çамрăка «çĕнĕ» пурнăçа хăнăхма йывăр пулман, мĕншĕн тесен ачаран спортпа туслашни пулăшнă. Шкул тапхăрĕнче Николай кире пуканне алăран та яман-тăр, ăмăртусене пĕрмаях хутшăннă. Дипломсем те йышлă. Çамрăк хоккеистсен «Ылтăн шайбăн» республикăри турнирĕсенче пĕр хутчен мар ылтăн медале çĕнсе илнĕ.
Ĕнерхи моряк малалла вĕренес шухăш-кăмăлне пăрахман-ха. Çапах та урăх аслă шкула — Чăваш ял хуçалăх академине геодезиста вĕренме кĕрет. «Альма-матере» виçĕ çул шĕкĕлченĕ хыççăн каллех пăрахать.
2024 çулхи çу уйăхĕнче ашшĕ, Александр Николаевич, хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине тухса каять. Штурмовик. Аслă ывăлĕ иккĕленсе тăмасть, «атте çĕршыва хỹтĕленĕ чухне манăн та унта пулмаллах» шухăш çиеле тухать. Мускаври çар комиссариачĕпе контракт çырать те, тỹрех Луганска. Амăшне çавăн чухне тин пĕлтерет вăл. Марина Александровнăн чун-чĕринче мĕнле «вăрçă» пулнă-ши çав самантра? Ăна хăй çеç пĕлет. Ăна хăй кăна сỹнтерме пултарĕ. Анчах хăçан сỹнĕ-ши вăл?
Николай халь отпускра-ха. Пĕр çапăçура тăшман осколокĕсем сулахай алă пỹрнисене сусăрлатнăран, Иваново госпиталĕ хыççăнхи сиплев тапхăрĕ пырать.
…Шухăш вĕçĕнче мĕн калас? Хỹтĕлевçĕсене сывлăх, кĕтекенсене чăтăмлăх пултăр.
Н.ФЕДОРОВ. Тỹскел ялĕ.

