Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уявсене – инкексĕр

Уявсене – инкексĕр

Районта террора хирĕçле комиссин анлă ларăвĕ иртнĕ, ăна райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пынă.

Унта районти полици пайĕн начальникĕ Алексей Алексеев кулленхи пурнăçра халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, террорла актсенчен асăрханас тата вĕсене сирсе ярас енĕпе пурнăçланакан ĕçсем пирки каласа кăтартнă. Райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçи Зарема Князева Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен вăхăтĕнче террорла актсенчен сыхланас енĕпе иртекен мероприятисем çинче чарăнса тăнă. Террора хирĕçле комиссин секретарĕ Виталий Рыбкин районти предприятисемпе организацисен, вĕренÿ объекчĕсен, халăх йышлă пуçтарăнакан вырăнсен хÿтлĕхлĕхне палăртакан тĕрĕслевсене пĕтĕмлетнĕ.

Ларура 2020 çулта районта террора хирĕç йĕркелемелли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Райадминистрацин структура подразделенийĕсене унта палăртнисене пурнăçласа пыма уйрăм сĕнÿ панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code