Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕрарăм телейне ĕçре, çемьере тупнă

Хĕрарăм телейне ĕçре, çемьере тупнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи апрелĕн 16-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ указĕпе килĕшÿллĕн, ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята илме тивĕçлĕ пулнă «Эмметево» сахал яваплă юлташлăхри Августина Константиновна Лапшинан чун-чĕри çĕнĕ вăйпа, хавхаланупа тулнă, тейĕн.

— Манăн ĕçе тивĕçлипе хакланăшăн район, республика ертÿлĕхне — пысăк тав. Тивĕçлĕ канура пулнине пăхмасăр, малашне те пĕтĕм вăй-халăма тăван хуçалăха аталантарас ĕçе пама шантарса калатăп, — тет вăл çирĕппĕн.

…Кун иртет те çĕр иртет, ĕмĕр епле иртни те сисĕнмест. Августина Константиновна та ултă теçетке çула хыçа хăварнине сиссе юлма ĕлкĕреймерĕ. Апла пулин, вăл çакăншăн пĕрре те ÿкĕнмест. Мĕншĕн тесен пурнăç урапи шав малалла кусать. Чи кирли — çирĕп сывлăх, çемьери тăнăçлăх тата çывăх çынсен юратăвĕпе тимлĕхĕ. Ун чухне вара пĕтĕм ĕç ăнса, кал-кал пынăн туйăнать. Чăннипех çапла. Мăшăрĕпе, Юрий Михайловичпа пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса тата юратса пурăнма, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерме пĕлнĕрен вĕсен çемйи паян таврара чи хисеплисенчен пĕри шутланать мар-и; Çемье ят-сумне çĕклесси вара Августина Константиновнăран нумай килнĕ. Çакăншăн тейĕн, хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех унăн иксĕлми вăй-халлă, чăтăмлă пулма тивнĕ. Юрий Михайлович та çак шухăшпа тĕпрен килĕшни паллă, мăшăрĕ пирки вăл: «Чăн-чăн пурнăç çынни», — тет.

Çемье пĕтĕм мул-пуянлăхне алă вăйĕпе ĕçлесе пухнă. Августина Лапшина ĕç биографине потребкоопераци тытăмĕнче вăй хунинчен пуçланă. Пушă вăхăт çукпа пĕрех пулнă, яра куна халăх ыйтăвне тивĕçтерес ĕçре ирттернĕ пулин те, ялти ытти çынсем пекех Лапшинсем килти хушма хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх усрама та ĕлкĕрнĕ — пурнăçа малалла ямалла пулнă-çке. Вĕсем кашни çул виçĕ сысна çăвăрлаттарнă, вăкăр е тына пăру хĕл каçарнă — вĕсене самăртса сутнă е ĕне тума çитĕнтернĕ. Пĕр харăсах 3 ĕне сунă, картиш тулли сурăх усранă. Ĕçлесе ĕлкĕрме çук çакăн чухлĕ ĕçре ашшĕпе амăшне нумай чухне ывăлĕсем пулăшнă. Ачаран йывăр ĕçре пиçĕхнĕ Алексей, Андрей тата Александр чăн-чăн пăхаттирсем пулса çитĕннĕ — ахальтен мар каярахпа вĕсем виççĕшĕ те ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕсем пулса тăнă. Вĕсем — чăн-чăн ĕç çыннисем те. Лапшинсен ывăлĕсем хальхи вăхăтра республикăри пуçаруллă та хастар çынсен хисепĕнче, тĕрлĕрен организацисене ертсе пыма тивĕçлĕ пулнă. Çак пултарулăх, теветкеллĕхпе хăюлăх та вĕсене амăшĕпе ашшĕнчен куçнă, паллах.

Августина Константиновна «Эмметево» ООО директорĕн /директорĕ — мăшăрĕ — Юрий Михайлович/ финанс енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тимлеме тытăннăранпа та 10 çул иртрĕ ĕнтĕ. Хăйĕн тивĕçĕсене çÿллĕ шайра пурнăçласа пыма пултарнипе пĕр вăхăтрах производство ĕçĕнчен те айккинче тăмасть. Çирĕп ертÿçĕ, кирлĕ вăхăтра çынна ăнланма, пулăшу аллине тăсса пама пултаракан çын вăл.

2005 çулта çĕнĕрен йĕркеленнĕ «Эмметево» ял хуçалăх предприятийĕ шав малалла аталанать. Юлашки çулсенче кунта ĕне выльăхсен хисепне ÿстересси, çĕр лаптăкĕсемпе тухăçлă усă курасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакна шута илсе тĕп вăя витесене тĕпрен реконструкци е çĕнĕрен тăвасси, хăватлă йышши техникăсем туянасси çине яраççĕ.

…Çур аки ĕçĕсене ирттерме хатĕрленнĕ вăхăтра, пушшех, Августина Лапшинăна офисра нумай вăхăт тытса тăраймăн. Пĕрре курнă чухне — фермăра, тепринче — автопаркра, механизаторсемпе тĕл пулнă. Çапла кашни кун ир пуçласа мĕн каç пуличченех ĕçре вăл. Яра куна епле ывăннине пăхмасăр кил хуçи хĕрарăмĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçлама та вăхăтне тупать. Канмалли кунсемпе уявсенче ачисемпе мăнукĕсем килсе çитнĕ çĕре сĕтел тулли тутлă апат-çимĕç пĕçерсе лартма ĕлкĕрет. Ытти амăшĕсем пекех, Августина Константиновна та кинĕсемпе, 6 мăнукĕпе савăнать. Вĕсен юратăвĕ, ырă кăмăлĕпе çепĕçлĕхĕ ăна çĕнĕ вăй-хал парса тăраççĕ…

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code