Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă ята ĕçпе тивĕçнĕ

Ырă ята ĕçпе тивĕçнĕ

Ырă ята хăйсен пархатарлă ĕçĕпе çĕнсе илнĕ çынсем сахал мар пирĕн хăшăмăрта. Вĕсенчен пĕри — Тип Тимеш ялĕнче пурăнакан Надежда Сергеевна Афанасьева.

Надежда Аслă Таяпа ялĕнчи Сергей Петровичпа Лидия Максимовна Васильевсен çемйинче кун çути курнă. Çемьере пĕртен-пĕр хĕр ỹссе çитĕннĕ вăл.

8-мĕш класран вĕренсе тухсан Шупашкарти кооператив техникумне вĕренме çул тытнă, кунта бухгалтер уйрăмĕнчен тивĕçлĕ вĕренсе тухса бухгалтер пулса тăнă.

— Шут ĕçне кăмăлланăранах суйларăм çак профессие. Иккĕмĕш сыпăкри аппа бухгалтер профессине алла илни те витĕм кỹчĕ пуль çак çулпа утма. Ĕçе чунтан юратса пурнăçларăм, — тет Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин потребитель кооперацийĕн ветеранĕ.

Раççей тата Чăваш Республики шайĕнчи наградăсем чылай унăн. Чи хакли вара — ăна халăх хисеплени, ăшă сăмах калани.

Вĕренсе тухсанах çамрăк хĕре чи малтан направленипе Вăрнарти курттăм суту-илỹ тăвакан базăна ĕçлеме янă. Кунта 3 çула яхăн бухгалтерта тăрăшнă Елчĕк хĕрĕ. Каярах Тип Тимеш каччипе Вячеслав Геннадьевич Афанасьевпа пĕрлешсен тăван тăрăха таврăннă. Çамрăк кин малтанлăха 8 уйăх Елчĕкри банкра бухгалтерта тăрăшнă. 1988 çулта райпо тытăмĕнче бухгалтер кирлине пĕлсен унта çул тытнă. Çамрăк специалиста Зинон Павлович Чумарков ертỹçĕ хапăл тусах кĕтсе илнĕ.

— Зинон Павлович, унăн çумĕ Николай Петрович Марков, Анна Прохоровна Муравьева тĕп бухгалтер мана, çамрăк ĕçчене, хавхалантарса, кирлĕ чух пулăшса пычĕç, — аса илет вăл вăхăтсене Надежда Сергеевна.

Афанасьевсен туслă çемйинче 2 ывăл ỹссе çитĕннĕ. Асли — Денис Шупашкарта «ВОЛГОСТРОЙ» предприятинче тăрăшать, Евгений Елчĕкри перекет банкĕн специалисчĕ.

Мăшăрĕ Вячеслав чылай çул Елчĕкри «Сельхозтехника» предприятинче токарь пулса ĕçленĕ.

Надежда ачаранах пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлмен ача пулнипе палăрнă. Шкулта «5» паллăсемпе вĕреннĕ вăл. Хастар пионер, комсомолец пулнă. Тăрăшулăхне тата хастарлăхне кура çамрăкранах обществăлла ĕçсене явăçнă. Шкулти пионер дружинин председателĕ, комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă вăл. Техникумра вĕреннĕ вăхăтра та хĕре комсомол комитечĕн йышне илнĕ. Шаннă тивĕçе яланах тỹрре кăларса пынă Надя.

Хĕрарăм пĕр хушă Елчĕкри «Пельменная» кафере буфетчицăра та ĕçленĕ.

— Эсир тарават та ăшă кăмăллă пулнăшăнах çакăнта апатланма çỹретпĕр, — çак сăмахсене пĕрре анчах мар илтме тỹр килнĕ унăн.

Ертỹçĕсем те кăмăллă пулнă Надежда Сергеевнан ĕçĕпе. Çавна май унăн тăрăшулăхне пысăк хак панă.

2008 çултанпа ăста ĕçчен Тип Тимеш ялĕнчи райпо лавккин заведующийĕ пулса тăрăшнă. Вăл çак ĕçрен çак кунсенче анчах пăрахнă. Н.Афанасьева лавккари тирпейлĕхшĕн, тавар туллилĕхĕшĕн тата пахалăхĕшĕн, тавар илекенĕн кăмăлне тивĕçтерессишĕн чунне парса тăрăшни сая кайман. Ертỹçĕ пирки ялта ăшă сăмаха анчах калаççĕ.

Афанасьевсем алă усса лармаççĕ. Ĕне усрать мăшăр, чăх-чĕп тытать. Куç тулли 7 мăнукĕ вара аслашшĕпе асламăшĕн тулли савăнăçĕ, пурнăç илемĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: «Яльчикский коопторг» ООО ертỹçи Федор Гаврилов тата Елена Галкина бухгалтер Надежда Афанасьевăна тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă ятпа саламлаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code