Апрелĕн 16-мĕшĕнче республикăра, çав шутран пирĕн округра та Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информаци кунне хутшăннă актив Елчĕкри тĕп библиотекăна пухăнса кун йĕркинчи тĕп темăсене сỹтсе яврĕ:
— Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă мероприятисем;
— экономика — республикăн тата унăн гражданĕсен çирĕп те ырă пурнăçĕн никĕсĕ (республикăн 5 çулхи çитĕнĕвĕсем);
— пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнасси.
Кăçал Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине паллă тăватпăр. Çĕнтерỹ кунĕ — пирĕншĕн пуриншĕн те пысăк уявсенчен пĕри. Пирĕн асаттесемпе асаннесем çĕнтерĕве епле çывхартнине, фашизма мĕнле çапса аркатнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Хальхи вăхăтра та эпир çăмăл мар тапхăрта пурăнатпăр. Тĕнчере нацизм çĕнĕрен вăй илчĕ, анчах ăна тепĕр хут сарăлма памалла мар. Çĕршыв интересĕсене хỹтĕлесе шăпах çак тĕллевпе пирĕн салтаксем ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ. Ăна пирĕн çĕнтерỹпе вĕçлемелле.
Мероприятие Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, вулавăш ĕçченĕсем, округ администрацийĕн пайĕсен пуçлăхĕсем, пушар службин ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Хальхи вăхăтра республикăра, çав шутран пирĕн округра та, Аслă Çĕнтерỹ кунне уявлас тĕллевпе хатĕрленỹ ĕçĕсем пыраççĕ. Шкулсенче, вулавăшсенче, культура çурчĕсенче Çĕнтерĕве халалланă куравсем, тематика каçĕсем иртеççĕ, хăюлăх урокĕсем йĕркеленеççĕ. Шел пулин те, округра Аслă Аттелĕх вăрçин участникĕсемпе инваличĕсем юлман.
Тĕрлĕ категорине кĕрекен граждансене уяв умĕн паракан тỹлев пирки те сăмах пулчĕ тĕл пулура. Ленинград блокадинче пурăннисене, фашистсен тĕрмисенче хĕн курнисене, салтак арăмĕсене пĕр хутчен 20-шер пин тенкĕ пама йышăннă. Тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисене уйăрнă сумма 5-шер пин тенкĕпе танлашать. Вăрçă ачисен шутне 1927 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕччен çуралнисем кĕреççĕ. Çав вăхăтрах тỹлевĕн икĕ категорине те лекнисем пĕрне кăна илĕç.
Аслă Çĕнтерỹ кунне халалланă чаплă мероприяти майăн 9-мĕшĕнче Елчĕк ялĕнчи Тĕп лапамра пулĕ. Уяв программи яланхиллех анлă пулĕ.
Кĕскен республикăри экономика аталанăвĕ пирки. 2020-2024 çулсенче Чăваш Республикин экономика тивĕçлĕ аталаннине палăртмалла. Асăннă тапхăрта Чăваш Енри пĕтĕм регион продукчĕн калăпăшĕ 1,8 хут пысăкланнă, 2024 çулта, эксперт хаклавĕ тăрăх, 608 миллиард ытла тенкĕпе танлашнă вăл. Экономика ỹсĕмне промышленность, ял хуçалăхĕн, транспорт тата суту-илỹ тытăмĕнчи, социаллă сферăри производство калăпăшĕ витĕм кунĕ.
Пушар ыйтăвĕ те тимлĕхре пулчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, юлашки 5 çул хушшинче пушарсемпе çыхăннă лару-тăру республика шайĕнче кăшт ырă енне улшăннă: вĕсен шучĕ тата инкекре вилекенсен йышĕ чакнă. Апрелĕн 14-мĕшĕ тĕлне республикăра 402 пушар пулнине регистрациленĕ, пушарта 17 çын, çав шутра 2 ача, вилнĕ, 26 çын тĕрлĕ суран илнĕ, 27 çынна çăлма май килнĕ. Пушарсен сиенĕ 0,4 миллион тенкĕпе танлашнă. Пушарсен шучĕ ỹсеслĕх ытларах типĕ курăка (70 тĕслĕх) тата çỹп-çапа çунтарнипе сăлтавланнă, çулăм 81,2 гектар таран сарăлнă.
2025 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пушара хирĕç кĕрешмелли уйрăмах çирĕп режим туса хуни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнар.
Çак кун 11 сехетре Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пỹлĕмĕнче Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Николаевна Федорова граждансене харпăр ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕ.

