Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетрĕç.
Леонард Левый тĕрлĕ синкере хирĕç кĕрешес ыйтăва та çĕклерĕ. Уйрăмах пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалли пирки асăрхаттарчĕ.
— Пушар — хăрушă. Вăл ĕмĕрĕпе пухнă пурлăха кĕске вăхăтра кĕле çавăрать. Çавăнпа та пушар машинисене, гидранчĕсене, шыв управĕсене тата башньăсене тивĕçлĕ тытса тăрас енĕпе тимлĕ пулар, — палăртрĕ Леонард Васильевич.
Ку енĕпе пушар хурал сотрудникĕсемпе пĕрле территори пайĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсем, профилактика субъекчĕсен, халăхăн хăйĕн те асăрхануллă пулмаллине аса илтерчĕ ертỹçĕ. Ватăсемпе инвалидсем, пĕччен пурăнакансем, ăнăçсăр çемьесем уйрăмах пысăк тимлĕхре пулмалла.
Вут-çулăм та, шыв та — хăватлă вăй. Шыв-шур тапхăрĕ çывхарать. Вăл та халăха тимлĕ пулма ыйтать. Кăçал юр нумаях мар, хирсенчи шыв ялсене шарласа анас хăрушлăх пурри туйăнмасть. Çапах та лару-тăрăва тимлĕхре тытмалла, юхан шывсемпе пĕвесен хĕррисенче тимлĕ пулмалла, ку енĕпе ачасемпе калаçусем йĕркелемелле. Тепĕр хăрушлăх вăл — хутса ăшăтмалли тапхăрта халăх сĕрĕмпе сиенленни тата пурнăçран уйрăлни. Çавăнпа та кăмака çулĕсене тасатасси тата юсасси çине те пысăк тимлĕх уйăрмаллине каларĕç ларура. Лăпкă мар е инкеклĕ лару-тăру сиксе тухсан çакăн пирки 112 номерпе пĕлтермеллине асрах тытмалла халăхăн.
Округ администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина округăн кăçалхи январь уйăхĕнчи бюджетне мĕнле пурнăçлани çинче чарăнса тăчĕ. Ларура округ администрацийĕн строительство, çул-йĕр хуçалăхĕн тата ЖКХ пайĕн 2024 çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕç. Ку ыйтупа пай ертỹçин ĕçне пурнăçлакан Светлана Евдокимова тухса калаçрĕ. Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн пуçлăхĕ Лариса Ильина ку тăрăхри ялсенче иртнĕ халăх пухăвĕсем, вĕсенче çĕкленĕ ыйтусем пирки чарăнса тăчĕ. Пуçару проекчĕсене пурнăçлассипе çыхăннă ыйту та тимлĕхсĕр юлмарĕ.
Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те хускатрĕç.
Елена ПЕТРОВА.

